Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулсене юсаççĕ

   Йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем тăвас тесен малашлăхлă çав пĕтĕм территорие хальхи инженери, çул-йĕрпе транспорт тата социаллă пурнăç инфратытăмĕсемпе тивĕçтермелле. Чăваш Енре иртнĕ çулта 400 километр ытла çул тунă, вĕсем халăх пурăнакан 243 вырăна çыхăнтарнă. Республика кăçал халăх пурăнакан кашни вырăнах çитекен, пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1 пин километрпа танлашакан автомобиль çулĕсен строительствине, ун валли 9 миллиард тенке яхăн уйăрса, вĕçлет.
    Пирĕн районти çулсен тăршшĕ 199, 6 километрпа танлашать, вĕсенчен республика пĕлтерĕшлисем - 48, 7 километр. Район администрацийĕ çул-йĕр хывассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул 10 километр та 638 метр тăршшĕ автоçула хута янă. 3, 5 километр тăршшĕ капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Кăçал халăх пурăнакан 3 вырăна: Чăрăшçырма, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсене пахалăхлă çул çитерме палăртнă. Хальхи вăхăтра «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем Вăрмар - Вăрмар тăкăрлăкĕ автоçула юсассипе вăй хураççĕ. А.Александров мастер палăртнă тăрăх, кунта икĕ бригада тăрăшса ĕçлет. Е.Иванов, Р.Тарасов, В.Иванов, Ю.Петров рабочисем хăйсен ĕçне тĕплĕ пурнăçлаççĕ. С.Муланов тракторист, А.Александров водитель рабочисене кирлĕ строительство материалĕсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Вăрмар - Вăрмар тăкăрлăкĕ автоçула пурĕ 18 километр тăршшĕ юсамалла. «Пĕтĕмĕшле каласан кăçал çул-йĕр юсамалли, çĕнĕрен хывмалли ĕçсем нумай. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе палăртнă программăна пурнăçа кĕртме палăртатпăр», - тет А.Александров мастер.
 
З. ПАВЛОВА.


02 апреля 2008
00:00
Поделиться