Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç кал-кал пырать

    ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: «...виçĕ çул хушшинче районсенче тата республикăн пĕчĕк хулисенче эпир физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссен строительствин тулли сетне тумалли пысăк программăна пурнăçлассине вĕçлетпĕр». Çак сăмахсем районта пурăнакансене чăннипех те савăнтараççĕ, ара, кăçалах район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ хута каять-çке. Шупашкарти «Водоснабжение» куçса çÿрекен механизациленĕ колонна» тулли мар яваплă обществăн строителĕсем хăйсен хастарлăхне куллен-кун ÿстерсех пыраççĕ. Ку объектра ĕç вĕресе тăрать. Малтан çĕр ĕçĕсене пурнăçланă пулсан, çанталăк ăшăтса пынă май, комплекс çÿлерех те çÿлерех хăпарать.
- Ĕç графикпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Административлă корпус валли фундамент хурассине вĕçлерĕмĕр, монолитлă тимĕр-бетон стакансем вырнаçтаратпăр. Кĕçех административлă корпуса плитапа витсе хуратпăр, - пĕлтерет Алексей Юрьевич Антонов прораб.
    Кашни минутпа туллин усă курма тăрăшаççĕ строительсем. Пĕрисем кирпĕч пушатаççĕ, теприсем плитасене вырнаçтараççĕ, виççĕмĕшĕсем кирпĕч купалаççĕ, ыттисем урăх ĕç пурнăçлаççĕ. Хатĕр раствора ятарлă «Миксер» техникăпа Шупашкартан илсе килеççĕ. Кунта вара М.Васильев, Н.Леонтьев, М.Вавилов рабочисем раствора хатĕрлесе кранпа ĕçлекен вырăна çитереççĕ. И.Васильев, С.Козлов, А.Громов водительсем МАЗ, КамАЗ автомашинăсемпе пысăк прицепсемпе Шупашкартан кунне икшер рейс туса кирпĕчпе тата плитапа тивĕçтерсе тăраççĕ.
    М.Емелькинпа С.Зайцев автокрановщиксем тиесе килнĕ кирпĕчпе плитасене вăхăтра пушатса тăраççĕ.
В.Ивановпа А.Егоров экскаваторщиксем, Н.Порядков бульдозерист валли те кунта ĕç туллиех, канма вăхăт çук.
   Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. 30 яхăн рабочи бассейн валли фундамент ярассине апрелĕн 15-мĕшĕччен вĕçлессишĕн, комплекса вăхăтра хута ярассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


02 апреля 2008
00:00
Поделиться