Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни утăм çĕрĕн хуçи пулмалла

    Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукчĕсен - тĕш тырăн, çĕр улмин сутлăх хакĕсем палăрмаллах ÿсрĕç. Çаврăнăçуллă бизнесменсемпе харпăр хăй уйрăм граждансем çĕре нумай вăхăтлăха арендăна илесшĕн, çапла майпа ял хуçалăх производствине инвестици чылай хывăнать. Ку ĕç районта еплерех шайра пыни пирки район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.ПЕТРОВ паллаштарать.
- «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр», - тенĕ Николай Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Унта вăл çĕр ыйтăвне çивĕч кăларса тăратнă. Ял хуçалăх çĕрĕсене пушă вырттармалла марри пирки тăракан ыйтăва вăрăма тăсмасăр татса памалли çинчен каланă. Вăл калани пирĕн районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Эпир ăна тĕпе хурса пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Район территорийĕнче усă курман çĕрсем пулмалла мар. Енчен те çĕрпе тĕллевлĕ усă курмастпăр пулсан, ку вара муниципалитет шайĕнчи ертсе пыракан тытăмсем кирлĕ пек ĕçлесе пыманнине пĕлтерет. Ял хуçалăхĕнче усă куракан мĕн пур çĕр лаптăкĕн 50 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет тытăмĕсен аллинче шутланать. Çавăнпа та çĕр пулăхĕшĕн, унăн тухăçлăхĕшĕн те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемех яваплă, мĕншĕн тесен çĕр лаптăкĕшĕн налук тÿлени вырăнти бюджета пырса кĕрет. Апла пулсан çĕр усăсăр выртни вĕсене те пăшăрхантармалла. Нумай хушă сухаламасăр выртнă çĕр лаптăкĕнчен тÿрех пысăк тухăç илме май çук. Уншăн самай тăрăшма, тар кăларса ĕçлеме тивет.
   Районĕпе илсен пурĕ 41 пин те 812 гектар çĕр, çав шутран халăхра 5 пин те 369 гектар, 7 пин те 800 гектар сухаланмасăр выртать.
   Çĕре арендăна илес ĕçре районта хальлĕхе «Арабоси» агрофирмăпа «Вăтам Энĕш», «АгроВладина», «Шигали» хуçалăхсемпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Павлов» КФХ аван ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ икĕ çулта вĕсем 6 пин гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе тĕш тырă çитĕнтерсе туса илчĕç. Кăçал районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 7 пин те 800 гектара ĕçе кĕртмелле. Пĕтĕмпе вара çак ĕçе 2 çул хушшинче вĕçне çитермелле. Çум курăк кашласа ларакан çĕрсем Кавал, Чулкас, Энĕшпуç, Пинер, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче уйрăмах нумай. Хăш-пĕр ялсенче пĕр тонна тĕш тырă та туса илеймен. Çитес вăхăтрах çак çитменлĕхсене пĕтермелле. Ĕçлекенсене патшалăх та курăмлă пулăшать. Сăмахран, элитлă вăрлăх, минераллă удобренисемпе ядохимикатсем туянсан тăкакăн 30-50 процентне патшалăх саплаштарать. Çапла вара çĕрпе усă курас ĕçе вăйлатни çĕр çинчи пурнăçа тĕпрен çирĕплетме тата лайăхлатма май парĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА калаçнă.


02 апреля 2008
00:00
Поделиться