Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн ĕç - халăхшăн

    Март уйăхĕпех «Единая Россия» партин районти, хула-ял тăрăхĕсенчи пуçламăш организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртрĕç. Çак пухусенче парти членĕсем Чăваш Енĕн аталану стратегине сÿтсе яврĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Иртнĕ эрнере пуçламăш организацисенчен суйланнă делегатсем райадминистрацин ларусен залĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн районти уйрăмĕн конференцине пухăнчĕç.
     Конференцие политиканаш секретарĕ В.Кириллов уçрĕ, вăлах отчет туса пачĕ. «Халăх пире шаннине иртнĕ суйлав та кăтартса пачĕ, апла пулсан пирĕн суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларасси - тĕп тивĕç пулса тăрать. Çăмăлах мар пулсан та шав малалла талпăнатпăр. Районта производство предприятийĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче çĕнĕрен çуралнă «Аван-Полимер» АУО, вăй илекен механика завочĕ. Çул-йĕр тăвасси те пысăк хăвăртлăхпа пырать. Вăрмарта спорт комплексĕ, Пысăк Енккассинчи шкул та кăçал хута каймалла, хамăр тăрăхри пушă выртакан çĕрсене те çулсерен пусă çаврăнăшне кĕртсе пыратпăр, чукун çул вокзалне тума кăçал пуçламалла», - палăртрĕ район пуçлăхĕ. Çавăн пекех Вячеслав Николаевич хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен вăл е ку ĕç тунă пирки çирĕпрех ыйтасси, ыркăмăллăх марафонне активлă хутшăнмалли, вырăнта тирпей-илем кĕртмелли çинчен каларĕ.
    Конференцире ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç, çывăх вăхăтра тумалли ĕçсене палăртрĕç. Çавăн пекех делегатсем республикăра иртекен конференцие хутшăнма хăйсен шаннă çыннисене суйларĕç. Вĕсен шутĕнче - район пуçлăхĕ В.Кириллов тата райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Г.Петрова.
 
Хамăр инф.


02 апреля 2008
00:00
Поделиться