Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавралăх таса та тирпейлĕ пултăр

   Çуркуннепе кĕркунне яланах тавралăха тасатассипе çыхăннă темелле. Хĕл каçнă çĕре юр айĕнчен тĕрлĕрен тасамарлăх çиеле тухать. Районта çак вăхăтра ялсене тирпей-илем кĕртес, санитари енĕпе тасатас, йывăçсем лартса хăварас тата ăпăр-тапăра тасатас тĕлĕшпе уйăхлăх ирттереççĕ. Ку енĕпе районта комисси йĕркеленĕ.
   Тасалăхпа тирпейлĕхе тытса тăрассипе «Коммунальник» МУП ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса çынсене ĕç вырăнĕпе те тивĕçтереççĕ. Акă, Г.Матвеев, М.Васильев, В.Тимофеев, А.Иванов та çак майпах ĕç вырăнĕллĕ пулнă. М.Андреев вара «Коммунальникре» пилĕк çул трактористра тăрăшать. Ăçта, мĕнлерех вырăнсенче тирпей-илем кĕртмеллине питĕ лайăх ăнланать, ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлать.
 
А. НИКОЛАЕВА.


05 апреля 2008
00:00
Поделиться