Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Призыв пырать

    Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Кун пирки тата ытти ыйтусем тавра пирĕн корреспондент В.Толматов Вăрмар тата Кусславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕпе Михаил Анатольевич Пуклаковпа тĕл пулса калаçнă.
- Михаил Анатольевич, малтанах сирĕн ĕçпе тÿрремĕнех çыхăннă кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсамăр.
- Иртнĕ çулсенче икĕ е пĕр çул та 6 уйăх çар службинче тăмалла пулнă пулсан, кăçалхи призывпа вара пĕр çул çеç çар тивĕçĕсене пурнăçламалла. Малтанхи çулсенче çуркуннехи призыв апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен пынă, кăçал вапара апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Çара илессинчен вăхăтлăха хăтарас пирки çакна калама пулать. Мăшăрлă пулнă е ачи виçĕ çула çитнĕ, е çие юлнă мăшăрĕ (çирĕм ултă эрне) пур-тăк, е вĕренет пулсан - çак асăннă сăлтавсене шута илсе çамрăка çара илессинчен вăхăтлăха хăтарма май пулнă. Паянхи кун маларах асăннă çăмăллăхсемпе усă курма май çук. Салтак арăмĕ чун тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килсен ача çуралнăшăн пĕр хутчен 14 пин тенкĕ тата ачашăн уйăхсерен паракан 6 пин тенкĕ пособисене илет. Çавăн пекех каламалла, иртнĕ çулсенче çамрăка училищĕре вĕреннĕ чухне çара илессинчен вăхăтлăха хăтарнă пулсан, унтан вăл техникумра пĕлÿ илме, кайран вĕренме университета çул тытма пултарнă пулсан, паян вăл ку пулăшупа пĕр хутчен çеç усă курма пултарать. Çара каяссинчен вара ятарлă милици шкулĕнче пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçланисем çеç юлма пултараççĕ. Асăрхаттаратăп: юрист пĕлĕвне илнисем вĕсен йышне кĕмеççĕ.
- Çара каякансене тата мĕн çĕнни пĕлтерме пултаратăр?
- Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен вĕсем тĕп медицина комиссийĕ витĕр тухма пултараççĕ. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче вара районта Призывник кунне ирттерĕпĕр. Арçынсен мĕн авалтан Тăван çĕр-шыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламалла пулнă, халĕ те çаплах. Вăрмар, Куславкка каччисем пирки калас пулсан, вĕсенчен ытларахăшĕ Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕр. Çакă, паллах, пире савăнтарать. Анчах та салтака каяссинчен пăрăнакансем те çук мар, служба вăхăчĕ кĕскелнĕ май, кăçал вĕсенчен тата çирĕпрех ыйтĕç.
Çакна палăртмалла, çамрăк салтаксене вăрçă пынă вырăнсене илсе каймаççĕ, хĕрÿ вырăнсенче салтак-контрактниксем çеç службăра тăраççĕ. Çавăн пекех асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçалтан каччăсен çар службинче пĕр çул çеç тăмалла пулать, унта апат çитересси те лайăх енне улшăннă. Çавăнпа та каччăсен çара каяссинчен пĕрре те хăрамалла мар.
- Çара контракт йĕркипе каясси пирки пĕр-ик сăмах.
- 2008 çулта çара контракт йĕркипе икĕ районтан 46 çынна ăсатма палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа 1 çынна контракт йĕркипе тинĕс-çар флотне ăсатрăмăр. Вăл - Энĕшпуç çынни. Контрактниксен çăмăллăхсем чылай. Вĕренме кĕрес пулсан та вĕсене конкурссăр илеççĕ, ипотека кредичĕ илессипе те çăмăллăхсем пур.
 
В.Толматов.


09 апреля 2008
00:00
Поделиться