Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕнчен

   Райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче пурĕ 20 ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах республика шайĕнче 2007 çулта иртнĕ «Чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ», «Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ», «Ял тăрăхĕн чи лайăх старости» номинацисенче çĕнтернисене чысларĕç.
   Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова 2007 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ: «Иртнĕ çул районта икĕ çĕнĕ предприяти хута кайнă: «Аван-Полимер» тата «Механика завочĕ». «Аван-Полимерта» паянхи куна 30 çын ĕçлет, вăтам ĕç укçи кунта 6 пин те 900 тенкĕ, «Мехзаводра» вăтам ĕç укçи 6 пин те 132 тенкĕ. Пурĕ 6 модельлĕ библиотека уçăлнă». Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев 2007 тата 2008 çулсенчи район бюджетне улшăнусемпе хушусем кĕртесси, «Романтика» ача-пăча лагерĕнче кăçал юсав ĕçĕсем туса ирттермелли çинчен каларĕ. Унсăрăн ачасен канăвне унта кăçал йĕркелеме май килмĕ. Çавăн пекех Пухура районти ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçме пултаракан учительсен кандидатурисене пăхса тухрĕç, çирĕплетрĕç.
    Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Эверскова «Старые Урмары: вехи истории» кĕнекишĕн ЧР Культура министерствин архив пайĕн представителĕсем диплом парса чысларĕç.
Пухура депутатсем тата ытти ыйтусене сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


09 апреля 2008
00:00
Поделиться