Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплă тапхăр çитрĕ

   Ял ĕçченĕшĕн халĕ çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттернинчен хакли нимĕн те çук. Çакна «Шигали» хуçалăх ĕçченĕсем тĕрĕс ăнланаççĕ. Мĕн пур вăрлăха акма юрăхлă кондицие лартнă. Вăрлăх хатĕрленĕ çĕрте Н.Сормулатова, Л.Макова, Г.Александрова, С.Чернова, Т.Туйми, А.Яндутова рабочисемпе Н.Иванов машинист кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.
    Кăçал Мускав облаçĕнчен урпан «Эльф» сортне илсе килнĕ, вăрлăх çителĕклĕ. Кăçалхи çур акинче пурĕ 800 гектар çине акса хăвармалла: çав шутра урпа - 410, тулă 390 гектар.
     Виçĕ сеялкăллă агрегатсем иккĕ пулаççĕ. Вĕсемпе В.Николаевпа Р.Матвеев механизаторсем ĕçлеççĕ.
   Икĕ сеялкăллă агрегатсемпе В.Петровпа Г.Николаев механизаторсем вăй хураççĕ.
    Çунтармалли тата сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран кÿрсе килнĕ.
- Сÿресене, катоксене, культиваторсене хатĕрлесе çитернĕ, халĕ сеялкăсене тепĕр хут пăхса яратпăр. Хĕрÿ ĕççине виçĕ сеялкăллă агрегатсем Т-150 тракторпа - 3, икĕ сеялкăллисем ДТ-75 тракторпа иккĕ хутшăнаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне МТЗ-82 тракторсем те уй-хирте пулĕç. Ю.Иваншкин, В.Квасов, Г.Иваншкин, В.Николаев, Р.Матвеев, Ю.Петров, В.Петров, Г.Николаев, Н.Долгов, В.Долгов, Н.Тапинов, М.Тапинов механизаторсем хĕрÿ ĕççинче хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне парĕç. Хальхи вăхăтра В.Квасовпа Н.Чернов механизаторсем культиваторсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Черемисов сварщик, Д.Степанов, Ю.Александров, В.Скворцов водительсем те хăйсен ĕçĕнче пуçаруллă. Кăçалхи çур акине эпир пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр. Районта усăсăр выртакан çĕрсем ан пулччăр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа Кивĕ Вĕренерсен 500 гектар çĕрĕпе усă курма шутларăмăр, - каласа парать хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Тапинов.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


09 апреля 2008
00:00
Поделиться