Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш чĕлхи кунне халалласа

  Йăлана кĕнĕ йĕркепе апрелĕн 25-мĕшĕнче, И.Я.Яковлев çуралнă кун, чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Кăçал аслă просветитель çуралнăранпа - 160 çул. Çакна халалласа Вăрмарти Тăван ен музейĕнче районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем музей ертÿçи В.Цыфаркин йĕркеленĕ тĕл пулăва пуçтарăнчĕç. Ятарласа И.Яковлева халалласа стенд хатĕрленĕ кунта, унăн пурнăçĕнчи самантсенчен хатĕрленĕ киносюжетсем те курма май пулчĕ. Пирĕн районти Иван Яковлевпа куçа-куçăн тĕл пулнă çынсен аса илĕвĕсенчен хатĕрленĕ материалпа В.Солдаткин, В.Миронов, И.Криков, Л.Цыфаркина паллаштарчĕç.
   Урнар, Арапуç ялĕнчен Чĕмпĕрти шкулта вĕреннĕ ачасем И.Яковлев çинчен интереслĕ самантсем каласа панисем пур: «... 1911 çул. Йĕри-тавра выçлăх хуçаланать. Чĕмпĕрти шкулта вĕренекенсене килĕсене укçа, апат-çимĕç илме яраççĕ. Урнар ялĕнчи Акулина Николава та килне таврăнать. Ашшĕ унăн килте пыл хурчĕсем, вăйлă хуçалăх тытса пынă. Çав çул вара вĕсен хуçалăхĕ те çанталăк шăрăх тăнипе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çапах та ашшĕн хĕрне мĕнле те пулин вĕрентсех кăларас килнĕ. Иван Яковлевич патне вăл хăйсен пурнăçĕ хальлĕхе начар лару-тăрура пулни çинчен, ÿлĕмрен укçа тупса парасса шантарса хут листи çырса парса, хĕрне малалла вĕренме кайма ăсатать. Чĕмпĕрте Акулина Иван Яковлевич патне кĕрсе ашшĕ çырнă хута тыттарать. «Юрĕ, ÿлĕмрен, пăхăпăр. Вĕрен», - тесе хуравлать ăна просветитель. Çапла Акулина Чĕмпĕр шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет».
   И.Яковлев ыркăмăллăхĕ, ахаль чăваш ачисене вĕрентес туртăмĕ çинчен каламалли çав тери нумай. Унăн ячĕ пирĕн хушăра нихăçан та манăçа тухмĕ.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


12 апреля 2008
00:00
Поделиться