Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энтрияль ялĕнче шкул уçни - 111 çул

   1897 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи Енккасси-Энĕшпуç вулăсне кĕрекен Энтрияль ялĕнче пуçласа Кармал салинчи чиркĕвĕн прихучĕ çумĕнче шкул ĕçлеме пуçланă. Шкул уçас енĕпе Александр Рудольский священикăн тÿпи пысăк. Шкулта пуçласа, пĕрремĕш учитель пулса Г.Арсеньев ĕçлеме тытăннă. Малтанлăха шкула Энтрияль, Вăрманкас ялĕсенчи ачасене вĕрентме уçнă. Шкула уçсан вĕренес текенсен шучĕ пысăк пулман - 4 арçын ача, 3 хĕрача парта хушшине ларнă. Çулталăк иртсен шкулта вĕренес текенсен йышĕ нумайланнă. Шкула тăватă ялти (Энтрияль, Вăрманкас, Уйкас, Шутнерпуç) ачасем çÿреме тытăннă. Шкулăн хăйĕн ятарласа тунă çурчĕ пулман, уйрăм çынсен килĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Ас тăватăп, Пигачий Васильевич (ялта ăна Пигач пичче тесе чĕннĕ) каланине. Вăл каланă тăрăх, шкул пуçласа Абрам пичче килĕнче ĕçлеме тытăннă. Хлебников Харитон Романович Абрам пичче çуртĕнче шкул пулнине, хăй унта вĕреннине аса илсе, ман пата çыру çырнăччĕ. Пигач пичче шкула малтан çÿрекенни пулнă. 1917 çулта, революци хыççăн чиркĕве шкултан уйăрсан, чиркÿ-прихут шкулне земство пуçламăш училищи (земство шкулĕ) туса хураççĕ. Г.Арсеньев священнике шкулта ĕçлеттерме пăрахтараççĕ. Училищĕре В.Рябова учительница пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра учитель пулса М.Тимофеев ачасене вĕрентет. Энтрияль ялĕнченех тенине, ялта ватă çынсем калаçнине илтнĕ, граждан вăрçи пуçлансан вăрçа илсе кайнă, унтах пуçне хунă. 1918 çулта училищере ачасене И.Прокопьев та вĕрентнĕ. Пăтăрмахлă революци граждан вăрçи саманинче Энтриялĕнче шкулăн ячĕ улшăнсах тăнă. 1918 çулхи сентябрь уйăхĕнче училищĕрен 1-мĕш пусăмри ачасене ултă çул вĕрентмелли советсен шкулĕ тунă. 1922 çулта 1-мĕш пусăмри ачасене ултă çул вĕрентмелли шкултан советски шкулĕ туса хураççĕ. Шкула икĕ пая уйăрса икĕ уйрăм çын килĕнче ĕçлемелле тăваççĕ. Шкулăн пуçлăхĕ пулса П.Васильев ĕçлет. Унпала пĕрлех ачасене учительница пулса Анна Леонтьевна Леонтьева вĕрентет. Федора Матвеевна Матвеева час-часах хăйне вĕрентнĕ А.Леонтьевана аса илетчĕ, ăна ырлатчĕ. А.Леонтьевапа пĕрле шкулта Л.Якимова ачасене вĕрентнĕ. П.Васильев тăрăшнипе Энтриялĕнче комсомол ячейки йĕркелеççĕ. Ăнах комсомол ячейкин секретарĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ялти комсомолецсен пуçарăвĕпе, шкулăн ятарлă çурчĕ пулманнине шута илсе, Ĕсмел ялĕнчен (халĕ Октябрьски ялĕ) инçе мар вырнаçнă Çатракасси ялĕнче пилĕк стеналлă, тăватă пÿлĕмлĕ çурт илсе яла килсе вырнаçтараççĕ. Çурчĕ халĕ те пур, самаях кивелнĕ. Çапла вара 1927-1928 çулăн вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем ятарлă шкул валли тунă çуртра вĕренме тытăнаççĕ. 1-мĕш пусăмлă 4 çул вĕрентмелли совет шкулĕнчен Энтриялĕнчи тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкул йĕркелеççĕ. Нумай çул хушши вĕрентекен пулса шкулта Степан Михайлович Михайлов, Анна Леонтьевна Леонтьева, Кирилл Захарович Аникин ĕçленĕ. С.Михайлов 1938 çулччен ĕçленĕ. Вера Петровна Сизова Энтри Пасарĕнчи шкула ачасене вĕрентме куçать. 1938-1939 вĕренÿ çулĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкул ĕçлеме тытăнать. Директор пулма В.Майоров вĕрентекене çирĕплетнĕ, анчах ăна 1939 çултах Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ, ун вырăнне шкул директорĕ пулма Е.Капитонова çирĕплетнĕ. Вăрçă пуçлансан 1942 çулта Е.Капитонов вăрçа каять, вăрçăран килеймест. Унăн вырăнне шкул директорĕ пулма Мария Митрофановна Ананьевана çирĕплетеççĕ. М.Ананьева Кинчер ялĕнчен. Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен, директор пулма Сергей Александрович Пульхеровские çирĕплетнĕ. М.Ананьева вăрçă çулĕсенче директор пулса нушаланнăскер тăван ялне каять, унта вĕрентекен пулса ĕçлет. С.Пульхеровский хыççăн шкула директор пулса Геннадий Петрович Петров ертсе пычĕ, ăна В.Николаев улăштарчĕ (Кĕсерпуç ялĕнчен, Çĕрпÿ районĕ). 1956 çултан 1969 çулччен Энтриялĕнчи шкулта директор вырăнĕнче Николай Григорьевич Григорьев ĕçленĕ. Вăл директор пулса ĕçленĕ вăхăтра Энтриялĕнчи шкулта нумай улшăнусем пулса иртнĕ - вĕренекенсене уйрăм çынсен килĕсенче вĕрентес мар тесе çĕнĕрен икĕ йывăç çурт тунă. 1961çулта çичĕ çул вĕренмелли шкултан сакăр çул вĕренмелли шкул тунă. Çĕр-шывра çĕнĕрен те çĕнĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Çавна май Энтриялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вăхăт ыйтнипе вăтам шкул йĕркеленĕ, 1966 çултан Энтриялĕнче сакăр çул вĕреннĕ ачасем Пысăк Енккассинчи вăтам шкула пĕлÿ илме çÿреме пăрахнă, тăван шкултах вăтам пĕлÿ илме пултарнă. 1965 çулта кирпĕчрен тунă икĕ хутлă çĕнĕ çурт хута кайнă, кунта вĕренекенсем валли спорт залĕ ĕçлеме тытăннă. Вĕренмелли классем те йĕркеленнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем кунти çуртра ăс пухнă. Николай Григорьевич Григорьев Вăрмар районĕнчи çут ĕç пайне ĕçлеме куçсан, Энтриялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕнче Василий Петрович Петров ĕçлеме тытăнать. 14 çул пĕр улшăнмасăр çак вырăнта шкул ĕçне лайăхлатассишĕн вăй хурать. Вăл тăрăшнипе спорт площадкине анлăлатаççĕ: футбол, волейбол тата ытти вăйăсене вылямалли вырăнсене йĕркелеççĕ, йĕри-тавра карта тытса çамрăк йывăç хунавĕсем лартаççĕ. Шкул çумĕнчи çырмара пысăк пĕве пĕвĕлесен, çырансене йывăç хунавĕсем лартса çирĕплетеççĕ. Пуçласа вĕрентме килекен çамрăк вĕрентекенсем валли В.Петров тăрăшнипе общежити çурчĕ тăваççĕ, интернат çурчĕ те çĕкленет. Унта хĕллехи çиллĕ-тăманлă çанталăкра Шутнерпуç ялĕнчен килекен вĕренекенсем киле каймасăр пурăннă, вĕреннĕ, шкул столовăйĕнче укçа тÿлемесĕр апатланнă. Шкулăн сад пахчин лаптăкне анлăлатнă, тĕрлĕ паха улма, çырла сорчĕсем лартса пуянлатнă. Шкултан механизатор пулма вĕренсе тракторист свидетельствине алла илнĕ. Директор ятарласа шкул валли çирĕм гектар çĕр лаптăкĕ илнĕ. Ун çинче пахча çимĕç, çĕрулми лартса çитĕнтернĕ, пĕрчĕллĕ тырă та акса ÿстерсе пуçтарса кĕртсе совхоза, уйрăм çынсене те сутнă. Сутса пухăннă укçапа шкул хуçалăхĕнче усă курнă. Шкулăн хăйĕн икĕ трактор, пĕр автомашина пулнă. В.Петров тивĕçлĕ канăва тухсан ахаль вĕрентекен пулса нумай çул ĕçлерĕ, ачасене географипе, физкультура енĕпе вĕрентрĕ. Директор вырăнĕнче А.Сидоров, Н.Добрышев ĕçлесе пăхрĕç, анчах шкулта нумай тытăнса тăмарĕç. 1989 çултанпа Энтриялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула Галина Анатольевна Григорьева ертсе пычĕ. В.Петров хăй директор пулса ĕçленĕ вăхăтра шкулăн çĕнĕ çуртне тутарассишĕн сахал мар ĕçлерĕ, шкулăн çĕнĕ çурчĕн проектне тутарчĕ. Г.Григорьева тăрăшса ĕçленипе шкулăн çĕнĕ çуртне тума, çурт-йĕр тумалли материалсене те турттарса хатĕрлерĕç, анчах та пăтăрмахлă суту-илÿ экономикин тапхăрĕ Энтриялĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тума памарĕ. Шкулта вĕренекенсен шучĕ çулсерен чакса пынипе вăтам шкула пĕтерсе Энтриялĕнче пуçламăш шкул турĕç. Кăçалхи 2008 çулхи сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Энтрияль ялĕнче пуçласа шкул ĕçлеме тытăннăранпа 111 çул çитет. Çак вăхăт хушшинче шкулта сахал мар вĕрентÿ ĕçĕнче пуян опыт пухнă вĕрентекенсем ĕçлерĕç. К.Мадеева, З.Яковлева, Е.Иванова Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕ, вĕрентекен ĕçĕн профессине алла илсе хăйсем малтан вĕреннĕ шкулта В.Ефремов, Ю.Ефремова, С.Пульхеровский, Н.Порфирьева тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕç. С.Лаврентьева, У.Пульхеровская хăйсен пурнăçне Энтриялĕнчи шкулпа çыхăнтарчĕç. А.Пульхеровская çакăнти шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ вĕсенчен нумайăшĕ кунти тĕнчерен уйрăлнă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале К.Мадеева, А.Архипова илме тивĕç пулнă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята илнисен хушшинче В.Петров хушамачĕ те пур. Çак хисеплĕ ята вăл чăннипех тивĕçлĕ. Энтриялĕнчи шкула вĕренсе пĕтернисен хушшинче инженер, вĕрентекен, агроном, сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсене илнисем нумай. Хăйсен пурнăçне наука ĕçĕпе çыхăнтарнисене аса илсе çырни вырăнлă. Ю.Петров философи наукисен докторĕ. П.Фокин филологи наукисен кандидачĕ, Л.Семенова экономика наукисен кандидачĕ. Пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнисем те Энтриялĕнчи шкула пĕтернисен хушшинче пур. Çаксене аса илни тивĕçлĕ пулĕ: Л.Федоров летчик, полковник, А.Трифонов летчик, подполковник, иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Л.Федоров Харьковра, А.Трифонов Кишинев хулинче пурăнаççĕ. Х.Хлебников, С.Хлебников 1941-1945 çулхи Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçа хутшăнса подполковник звание илнĕ, иккĕшĕ те кунти тĕнчерен тахçанах уйрăлнă. Майор званине илнисен хисепĕ - тăваттă.
 
А. ВИШНЕВСКИЙ.


12 апреля 2008
00:00
Поделиться