Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕн акатăн - çав шăтать

   «Тухăç вăрлăхран пуçланать», тенĕ мĕн авалтан. Ку чăнахах та çапла. Арапуçсем çулсерен паха вăрлăх акса тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Вĕсем хăйсем валли те, сутлăхлăх та вăрлăх тырă хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал та хĕлĕпех ĕç шавĕ чакман кунта. Р.Иванова, Н.Ефимова, И.Малькова, В.Димитриева, Т.Чумакова, Г.Викторова, Г.Алексеева, Г.Кузьмина, В.Александров, Н.Тяпков, В.Петров рабочисем кашни кун ĕçе тухрĕç. Вĕсен ĕçне складсен заведующийĕ Л.Максимова йĕркелесе ертсе пычĕ. Сăмах май каласан, вăл ку ĕçре 11 çул вăй хурать. Л.Максимова каланă тăрăх, кăçал çак пысăках мар коллектив 260 тонна тулă, 140 - урпа, 26 - козлятник, 8 тонна люцерна вăрлăхне кондицие çитернĕ.
   Хуçалăхра çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине те юсаса çитернĕ. Трактор бригадин бригадирĕ М.Софронов каланă тăрăх, Арапуçсем кăçал çурхи культурăсене 2 пин ытла гектар çинче акса хăварма палăртнă. Трактор бригадин вара çак çĕрсем çинче ĕçлеме техникăпа пĕр вĕçĕмсĕр тивĕçтермелле. Кĕскен каласан, çурхи ĕçсене хутшăнакан ял хуçалăх техники паян тесен паян ĕçе тухма хатĕр. Юсав ĕçĕсене туса ирттерме ятарласа слесарьсен бригади çук кунта. Кам мĕнле техникăпа вăй хурать, çавна юсаса ĕçе хатĕрлет. Акă, тĕслĕхрен, А.Васильев, Н.Васильев, В.Иванов, В.Павлов çак меслетпе ĕçлеççĕ. Вĕсене вара хăш-пĕр ĕçсенче Ю.Захаров слесарь пулăшса пырать. Вĕсен хальхи пĕртен-пĕр тĕллевĕ - çур акине кĕске вăхăтра, ăнăçлă вĕçлесси.
 
А. НИКОЛАЕВА.


12 апреля 2008
00:00
Поделиться