Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпей-илем кĕртрĕç

   Çурхи кун пур тасамарлăха та çиеле кăларать. Хĕл кунĕсем тăршшĕпе мĕн чухлĕ тасамарлăх пуçтарать этемлĕх. Çавăнпа та районти предприятисемпе организацисем кашни çулах çуркунне хăйсен территорисене, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшаççĕ.
    Акă ку хутĕнче те «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин ĕçченĕсем, Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмра вăй хуракансем хăйсен территорийĕ тавра, воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк умĕнче тирпей-илем, хăтлăх кĕртрĕç. Çак ĕç малалла пырать.
 
З. ПАВЛОВА.


12 апреля 2008
00:00
Поделиться