Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр лаптăкĕ ÿсет - лайăхрах ĕçлеме хистет

   «Çурхи кун çулталăк тăрантать», - текен каларăша кашни ял çынни лайăх пĕлет. Тен, çулсеренех ăна асăнни кăштах йăлăхтарать те пулĕ, анчах, килĕшĕр, ку чăн та çапла. Çавăнпа та ĕнтĕ «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курас тесе районти хуçалăхсенчен чи малтанхисенчен пĕрисем акана тухрĕç. Ир пулакан урпа акма вĕсем тÿрех икĕ участокра пуçларĕç. Редакци ĕçченĕсем пынă кун А.Клементьев механизаторпа В.Урмарин сеяльщик çак культурăна 60 гектар йышăнакан лаптăк çинче акса пĕтеретчĕç те ĕнтĕ. В.Никифоров вăрлăха вăхăтра турттарса пыни те çак ĕçе кĕске хушăра тума пулăшать. Киввăрмарсен кăçал çурхи ака туса ирттермелли лаптăк пĕлтĕрхипе танлаштарсан самаях пысăк. «Ленинский» совхозăн пулнă усăсăр выртакан 1015 гектарне ĕçе кĕртме палăртни çинчен çырнăччĕ. Çапла вара çĕр лаптăкĕ хуçалăхра 3286 гектара çитĕ, вĕсенчен 1120 гектарне çурхи культурăсемпе акса хăвармалла.
    Ака ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыма ЗС-5, 4 çĕнĕ сеялкăпа пурнăçлани те, ытларах вара хуçалăхра ĕçлекенсем В.Нарзаев тĕп агроном, С.Николаев, А.Федоров тата ыттисем те хăйсен тивĕçне пĕлсе пурнăçлани пулăшать.



16 апреля 2008
00:00
Поделиться