Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр улми лартаççĕ

    «Ялта ĕç вырăнĕ çук тени - йăнăш шухăш. Çĕр çинче ĕçле, выльăх-чĕрлĕх усра, пыл хурчĕсем ĕрчет - укçа тумалли çăл куçсем темĕн чухлех. Патшалăхĕ те ял çыннине пулăшас тесе тĕрлĕрен çăмăллăхлă кредитсем парать. Ан ÿркен кăна. Ĕçлесен вара тупăшĕ пулать», - тет Пысăк Енккассинче пурăнакан С.Калягин. Станислав Александрович районта пирвайхи фермерсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмасть. 16 çул каялла йĕркеленнĕ çĕр ĕçченĕн хуçалăхĕ паянхи кун та çирĕппĕн сулмаклă утăмсемпе шав малалла талпăнать. Ылтăн алăллă хресченĕн ĕçĕ те ăнса пырать. Тыр-пул акса тунисĕр пуçне кашни çулах ир çитĕнекен çĕр улмине лартса пысăк тухăç илет. Туса илнĕ продукцийĕ те çийĕнчех сутăнса пĕтет.
     Акă кăçал та хресчен хуçалăхĕ районта чи малтан çĕр улмине лартма тухрĕ. Кĕркунне туса хăварнă йăрансем çине «Жуковский» ир çитĕнекен çĕр улмине лартрĕç.
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


16 апреля 2008
00:00
Поделиться