Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç ăшши çемьере кăна пулать

    Ирхине-ирех пуйăс автансен сассине хупласа вăрăммăн кăшкăрса ячĕ те хурçă çулпа Хусан еннелле ыткăнчĕ. Çапла пуçланать кун: халăх - кĕшĕл-кĕшĕл. Вăрмар - Хусан трасси çинче пин-пин çын çÿрет. Кам ĕçе, кам сутма.
     Туянмалли япаласем те Хусанта йÿнĕрех-мĕн. Тутар çитерет, ĕçпе тивĕçтерет тата ытти те. Хаçатсенче, журналсенче ырă тăвакансенчен лайăххи çинчен кăна çырма кăмăллă. Манăн вара Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Владимир Леонидович Андреев çинчен пырать сăмахăм. Володя йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен аслисене кура ĕçре пиçĕхнĕ. Пурăна-киле салтак тумне тăхăниччен те, унтан килсен те, руль умне ларса машинăсене чуптарнă, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçленĕ. Халĕ вара вăл Юдино станци тăрăхĕнче вакунсене сыхлакан стрелок. Хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăран администраци енчен темиçе хутчен те Тав хучĕсем илме тивĕç пулчĕ, премисем те час-часах лекеççĕ. Çичĕ çул çак ĕçре тăрăшать вăл. Унăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинче. Çамрăксемшĕн вăл ăста наставник.
     Чăн-чăн арçын йывăç лартмалла, кил-çурт тумалла, ача-пăча çитĕнтермелле тенĕ. Володя хăй çур ĕмĕре çитмен пулин те çак асамлă ваттисен сăмахне паçăрах пурнăçланă.
     Мăшăрĕпе Зинаида Семеновнăпа кăвакарчăнсем пек канашласа икĕ хĕр çитĕнтерчĕç. Мĕн акатăн, çавă шăтать тенĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест-мĕн. Аслă хĕрĕ Аня амăшĕн çулĕпе кайнă - Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ, кĕçĕнни - Настя 10-мĕш класра вĕренет. Иртнĕ çул кăна-ха Андреевсен килне çĕнĕ «кайăк» вĕçсе килчĕ, Володя «асатте» пулса тăчĕ. Ĕçре юлташĕсем ăна яланах хисеплеççĕ, сывлăх сунаççĕ. Вĕсен килĕнче яланах туслăх, килĕшÿ хуçаланать. Чăн-чăн чăваш çемйисен çапла пулмалла та.
 
Н. ИСАЕВ.


16 апреля 2008
00:00
Поделиться