Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кивçенле пурăнма çук

    Çурхи кунсем пуçланнă май «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятире вăй хуракансем лăштах сывласа ячĕç теме те пултарать çак системăпа çыхăнман çын. Анчах кунта паллă поэтăн А.Пушкинăн вилĕмсĕр сăмахĕсене аса илни вырăнлăрах пулĕ: «Пирĕн çурçĕрти çулла кăнтăр хĕлĕн кулăшĕ çеç» (ирĕклĕ куçару).
      Ахальтен çырман çак сăмахсене поэт, çăва тухнă-тухманах пирĕн тăрăхра хĕле хатĕрленме пуçламалла. Уйрăм хуçалăхра пурăнакансем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Темшĕн «Урмарытеплосеть» предприятийĕ сивĕ вăхăтра ăшă парса пурăннă Вăрмар поселокĕнче тата Чулкас ялĕнчи уйрăм хваттерсенче пурăнакан хăш-пĕр уйрăм çынсем çакна ăнланаймаççĕ пулмалла. Апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕсем учреждени умĕнче 1 миллион та 200 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Тепĕр çул та çак парăмпах вĕсене ăшă пама пуçлаççĕ тесе шутлаççĕ пулĕ. Анчах пăшăрхантарма лекет - майăн 15-мĕшĕччен парăма татмасан çирĕп мерăсем йышăнма тивет, мĕншĕн тесен малашне çурт-йĕре ăшăтма кирлĕ энергоресурссене никам та кивçен памĕ. Вăл çеç те мар, çĕнĕ хутмалли-ăшăтмалли сезона хатĕрленме те укçа-тенкĕ кирлĕ. Системăсем кивелнĕ, котельнăйсенчи оборудование те улăштармалла, хăш-пĕр тÿрĕ чунлă мар тÿлевçĕсемшĕн пур çыннăн та нуша курмалла ан пултăр.
     Халĕ РФ Патшалăх Думинче «Ăшăпа тивĕçтересси» Федераллă саккунăн проектне пăхса тухаççĕ, ăна çывăх вăхăтрах йышăнĕç. Ун тăрăх вара парăма пĕр уйăх хушшинче парса татмасан предприятин ăшă парассине чарса лартма ирĕк пур. Тепĕр хут ăшăпа парăма тÿлесе татсан кăна тивĕçтерĕç. Кунта çакна та палăртмалла - ăшă магистралĕсене татассипе, кайран тепĕр хут сыпассипе çыхăннă тăкаксене те уйрăм çынсен хăйсен саплаштарма тивĕ.
       Пирĕн предприяти халĕ 2008-2009 çулсенчи сезонта ăшăпа тивĕçтерсе тăрассипе уйрăм çынсемпе договор тума тытăннă. Çавăнпа та пурне те «Урмарытеплосеть» администрацине пырса çак документ çине алă пусма ыйтатпăр. Çавăн пекех парăмсене татмалли график та тума пуçланă. Ĕçе мирлĕ майпа татма пур чухне суда çитерес марччĕ. Парăм шайĕ пысăк пулсассăн эпир халĕ суд урлă хваттере, пурлăха туртса илме, сутнă укçана парăмсене саплаштарма яма пултаратпăр. Никамăн та хăтлă хваттертен урамра юлмалла ан пултăрччĕ.
 
Ю. НИКИТИН.


19 апреля 2008
00:00
Поделиться