Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Стратегин тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă

    «Регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи ыйтусене вĕрентĕве тĕпе хурса татса паракан регион ертÿçи пурри питĕ аван, вăл вĕрентÿ тата воспитани ĕçĕ - ку чухнехи чи паллă тĕллев тесе шутлать. Республика нумай вăхăт ĕнтĕ ăс-хакăл тата кăмăл-сипет тĕлĕшпе воспитани парассипе ĕçлет. Президент вĕрентÿре воспитани ĕçне пысăка хурса хаклать. Вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕ - Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономикăн 2020 çулчченхи Стратегийĕн тĕп пайĕ пулнине кăтартса пачĕ», - терĕ Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентÿ аталанăвĕн пайĕн начальникĕ М.Федотов районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче. Çакă Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми пулчĕ. Пирĕн районти халăхпа тĕл пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Федераллă службăн Патшалăх статистикин территори органĕсен пайĕн начальникĕ Е.Петрова, «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, республикăн ытти представителĕсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Ю.Соколов, Л.Петров, райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă. Вĕсем 3 ушкăна пайланса Арапуç, Энĕшпуç, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа тĕл пулнă. Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2040 çулччен аталантармалли Стратегийĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çур аки ĕçĕсем районта еплерех пынипе интересленнĕ, халиччен усă курман çĕрсене тухăçлă ĕçлеттернипе кăсăкланнă. Обществăлла вырăнта право йĕркисене пăсакансемпе профилактика ĕçĕсем ирттернине, ял, хула тăрăхĕсен 2007 çулхи ĕç итогĕсене тишкернĕ, 2008 çулта пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртнă. Унсăр пуçне тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртмелли, йывăçсем лартмалли çинче те чарăнса тăнă.
 
   АРАПУÇ.Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентÿ аталанăвĕн пайĕн начальникĕ М.Федотов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ял администрацийĕнче, «Пучах» ача садĕнче, çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса унти специалистсемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Калаçу вăхăтĕнче вĕрентекенсемпе воспитательсене хумхантаракан ыйтусем чылай пулчĕç. Ача садĕнче ĕçлекенсене пурлăхпа техника базине вăйлатма укçа-тенкĕ çитсе пыманни, çул çитмен ачасен реабилитаци центрне урăх вырăна куçарасси, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ачасен шучĕ сахалланса пыни, пурлăхпа техника бази кивелсе пыни тата ытти те. Çак тата ытти ыйтусем çине республика, район представителĕсем туллинрех хуравсем пачĕç. Михаил Николаевич Федотов Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2040 çулччен аталантармалли Стратегийĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн тĕллевĕсене, малашлăх задачисене палăртрĕ.
 
   ЭНĔШПУÇ. Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх тата экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, ЧР Федераллă службăн Патшалăх статистикин территори органĕсен пайĕн начальникĕ Е.Петрова ку хутĕнче Энĕшпуç ял тăрăхне çул тытрĕç. Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе О.Ивановпа тĕл пулчĕ, вĕсем çак ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç: Чăваш Республикин 2040 çулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн стратегийĕ, ял хуçалăх ĕçĕсем ирттересси, право йĕркисене пăсассипе çыхăннă профилактика ĕçĕсем туса ирттересси. Хăнасем Таса Иоанн Богослов чиркĕвне те çитсе курчĕç. Кунта шăпах Мăнкун уявне хатĕрленсе чиркĕве çуса тасатас ĕç пыратчĕ, ялти аслă ÿсĕмри çынсем кашни хăй кăмăлĕпе пуçтарăннă çак сăваплă ĕçе. Иван атте хăнасене чиркÿ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн «Шоркистринский» производство кооперативĕнче те пулчĕ. Кирпĕч туса кăларакан, хăма çуракан цехсене кĕрсе курчĕç, çĕнĕ йышши çĕр улми аврине пуçтаракан нимĕç техникипе паллашрĕç. Каласа хăварас пулать, Энĕшпуçĕнче 2007 çулхи октябрь уйăхĕнче «Мегафон» компанийĕн Раççейри 1000-мĕш вышкине вырнаçтарнă. Кÿршĕллĕ Тăвай, Канаш районĕсене те тивĕçтерет вăл хăйĕн çыхăнăвĕпе.
 
З. ПАВЛОВА, Э. АЛЕКСЕЕВА.


19 апреля 2008
00:00
Поделиться