Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Светлана Захарован пысăк çитĕнĕвĕ

     Пирĕн районти Атайкассинче çуралса ÿснĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Светлана Захарован ячĕ пĕр хушă илтĕнмерĕ. Тĕнчене пепке парнеленĕ пирки ăмăртусене хутшăнма май килмен унăн. Çак кунсенче вара вăл Лондонри «Флора» марафонта ăмăртнă. Старта Чăваш Енри чи пултаруллă виçĕ марафонка тухнă - Светлана Захарова, Людмила Петрова тата Сильвия Скворцова. Кĕмĕл медале çĕр-шывăн экс-рекордсменки Захарова çĕнсе илнĕ. Тупăшăва вăл ача çуратнă хыççăн пĕрремĕш хут тухнă.
    Раççейĕн пĕрлештернĕ штабĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак пысăк кăтарту ăна Пекинра иртекен Олимп вăййисене хутшăнма, Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме май парать (унăн вăхăчĕ 2:24:39). «Икĕ çул стартра пулман хыççăн ку маншăн спорт карьерин çĕнĕ пуçламăшĕ», - тенĕ финиш хыççăн Захарова. Çакна палăртма кăмăллă, 37 çулхи Светлана Захарова Лондонри марафонра виççĕмĕш хут призерсен шутĕнче пулнă. Унăн сумлă марафон ăмăртăвĕсенче çĕнсе илнĕ медальсен йышĕнче Бостонра тата Чикагăра (2003 ç.) илнĕ наградăсем те пур. Вăл Афинăри XXVIII Олимп вăййисене те хутшăннă.
    Иртнĕ ытларикун вара Шупашкарти чукун çул перронĕнче пултаруллă спортсменкăна Светлана Захарована республикăри тус-юлташĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


19 апреля 2008
00:00
Поделиться