Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет

   Республика нумай çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе çĕр-шывра лидерсен шутĕнче. Хуласенче кăна мар, ялсенче те строительство ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ. Пирĕн районта вара капмар çуртсене кашни ялтах курма пулать. Тепĕр майлă каласан цивилизаци тени кашни ялах çитрĕ темелле. ЧР Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: «2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авари çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă», - тенĕ. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр тăвассипе, туянассипе тĕрлĕ программăсем вăйра. «Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕ пирĕн районта тĕллевлĕ пурнăçланса пырать. «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. Шăхаль ял тăрăхĕпе илес пулсан çÿлерех асăннă программăпа кăçал 2 çемье черете тăнă. Вĕсенчен пĕри - Ю. Чернов çемйи. Юрий Владимирович Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта технологи предметне вĕрентет. Ашшĕпе Владимир Демьянович Черновпа пĕрле (вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра тракторист, водитель пулса вăй хунă) хăйсен вăйĕпе капмар çурт хăпартса лартнă. Вăл иртен-çÿрене хăйнеевĕрлĕхĕпе илĕртет. Çуртăн пĕр енне пăланпа унăн пăрушне сăнланă. Çакă çемье тăнăçлăхне палăртать. Пуласлăх - ачасенче. Юрий Владимирович ывăлпа хĕр çитĕнтерет. Çитес вăхăтра вĕсем те капмар çурта пурăнма куçасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


23 апреля 2008
00:00
Поделиться