Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтанма та, ăмсанма та тивĕçлĕ

    Тĕлĕнмелле чаплă, сумлă çынсемпе пуян пирĕн Вăрмар тăрăхĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче те хăйсен ĕçне чунтан парăнса самай ят-сум илнĕ çынсем çук мар: техника наукисен докторĕ В.Павлов академик, истори наукисен кандидачĕ И.Никифоров, биологипе медицина наукисен кандидачĕ А.Калягин, экономика наукисен кандидачĕ В.Гаврилов, биологи наукисен кандидачĕ М.Сергеева. Вĕсем пурте наукăра палăрнă ентешсем. 15 ентеш тĕрлĕ тава тивĕçлĕ ятсем илме тивĕç пулнă.
   Паян эпĕ вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн. Яланах малалла ăнтăлма хăнăхнă çын Михаил Георгиевич Кузьмин 1967 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн «Промышленноçа электрификацилесси» факультета вĕренме кĕрет. 1973 çулта асăннă университета чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе алла диплом илет. Çавăнтанпа 35 çул ĕнтĕ. Михаил Георгиевич аякри Çĕпĕр çĕрĕ çинче вăй хурать. Малтанхи çулсенче вăл Новосибирск хулин «Сибэлектротерм» наукăпа производство пĕрлешĕвĕн ятарлă конструктор бюровĕнче 10 çул хушши инженер, наукăпа тĕпчев лабораторийĕн ертÿçи пулса ĕçлет. 1983-1988 çулсенче партин Новосибирск обкомĕнче машиностроени пайне ертсе пырать. Унтан 4 çул Çĕпĕрте Инçет Хĕвелтухăç газ хуçалăхĕн «Сибдальвостокгаз» ассоциацийĕн директорĕнче тăрăшать. 1997 çултанпа паян кунчченех çĕр-шыври чи пысăк заводсенчен пĕринче - «Сибэлектротермăра» генеральнăй директор пулса ĕçлет. 40 гектар йышăнакан заводра паян 1500 çын ĕçлет. «Сибэлектротерм» - паян çĕр-шывра электрокăмакасем кăларассипе флагман пулса тăрать. Хăйĕн продукцине çĕр-шыври 40 завода, ют патшалăхсене ăсатать. Çапла вара 63 çул каялла хута кайнă завод паян Раççейри чи пысăк предприятисенчен пĕри. Унăн продукцийĕпе машиностроени, энергетика, хими, оборона промышленноçĕнче, тĕрлĕ тĕслĕ металлурги производствинче анлă усă кураççĕ. «Сибэлектротерм» заводăн ертÿçи манăн кÿршĕ каччи, хамăр сумлă ентеш, электротехника наукин докторĕ, Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ», 40 ытла наука ĕçĕсемпе публикацийĕсен авторĕ, металл оборудованийĕ тăвакансен тĕнчери вице-президенчĕ хамăр ентеш пулни пире, Пысăкенккассисене, питех те савăнтарать. Унпа пур чăваш та мухтанма тивĕçлĕ. Çак кунсенче М.Кузьмин Чăваш патшалăх университечĕ йыхравĕпе хăй вĕреннĕ факультет 40 çул тултарнине уявлама килсе кайрĕ. Инçе çула тухиччен ялти культура çурчĕн таврапĕлÿçĕ кĕтесĕ валли завод çинчен кăларнă кĕнеке, «Плазменные электротехнические установки» кĕнеке, паллă çынсемпе пĕрле ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем парнелерĕ.
 
Н. ГАВРИЛОВ.


23 апреля 2008
00:00
Поделиться