Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Передовиксен» ĕç кал-кал пырать

   Чăваш Ен «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлас енĕпе чи лайăх регион шутланать. Çавна май пирĕн район та çÿлерех асăннă наци проектне аталантарассипе пур вăй-хăватпа ĕçлет. Район администрацийĕ, район пуçлăхĕ В.Кириллов ял хуçалăх çĕрĕсемпе тухăçлă усă курас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, «Арабоси» агрофирма, «Шигали» хуçалăх, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики ку тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартаççĕ. Унсăр пуçне уйрăм фермер хуçалăхĕсем гектарĕ-гектарĕпе çĕре арендăна илсе çĕр улми, тĕрлĕ пахча çимĕç культурисем лартса туса илеççĕ. Ку енĕпе Тикашсем чи маттуррисем тесен те йăнăш пулмасть. Хальхи вăхăтра кунта «Иванов», «Сапаркин», «Кĕтне», «Ильин» хресчен-фермер, «Сарабай», «Передовик» тулли мар яваплă обществăсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
    Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов пĕлтернĕ тăрăх, хресчен-фермер хуçалăхĕсене 300 гектар ытла çĕр арендăна панă. Çак ял тăрăхĕнче пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илеççĕ. 2007 çулта 42 уйрăм хуçалăх 7 миллион та 958 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.
      «Передовик» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ В.Кандаков) çур акине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пурĕ 300 гектар ытла çĕр шутланать вĕсен. Çĕр пулăхне лайăхлатма, тухăçлă тыр-пул илме удобрени хывнă. Хальхи вăхăтра кунти А.Белоусов, В.Васильев, П.Шапеев сеяльщиксем, Н.Жирнов, Н.Кабаков, Э.Кандаков механизаторсем çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акассипе тăрăшаççĕ. Е.Ленская, Г.Жирнова, Г.Илюхина, Е.Васильева, В.Илюхин рабочисем складра михĕсене тырă тултараççĕ.
     Пурлăхпа техника базине те çулсеренех пуянлатсах пыраççĕ. Уйра çĕнĕ МТЗ–82 тракторсемпе тăрăшса вăй хураççĕ механизаторсем. Çĕр улми пуçтармалли çĕнĕ комбайн туяннă вĕсем. Машинăпа трактор паркĕн çивиттине те çĕнĕрен витнĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ура çинче çирĕп тăраççĕ. Общество пуçлăхĕ ĕç укçине те вăхăтрах, лайăх тÿлесе пырать. Унпа пĕрлех утă-улăмпа, тыр-пулпа та тивĕçтерет. Савăк кăмăлпа, пур хастарлăхпа тăрăшаççĕ рабочисем, çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярассишĕн вăй хураççĕ.
 
З. ПАВЛОВА.
 



23 апреля 2008
00:00
Поделиться