Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пинерсем çăмăл атлетсен сезонне уçрĕç

    Иртнĕ эрнере Пинер ял тăрăхĕнче çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Спорт уявне Пинер ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă А.Васильевпа Афганистанра пуçне хунă Ю.Семенов интернационалист-воина халалланă. Чупăвăн тĕп тĕллевĕ - шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси тата физкультурăпа спорта аталантарасси.
    Йăлана кĕнĕ тăрăх спорт уявĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă ентешсене сума суса ирттерекен митингпа уçăлчĕ. Вăл Пинер шкулĕн стадионĕнче иртрĕ. Вăрмар, Кавал, Чупай, Кĕлкеш, Пысăк Енккасси, Арапуç, Шăхаль тата ытти хулапа ял тăрăхĕсенчен килнĕ 100 яхăн спортсменсене райадминистрацин гражданла лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов, спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт А.Краснов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский, О.Ширшов воин-афганец саламларĕç. Вĕсем шкул ачисемпе çамрăксене спорта явăçтаракан çакнашкал ăмăрту ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Хамăр ентешсене манăçа хăварманни, кашниех вĕсене асра тытни, сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче аталантарни пысăк та яваплă ĕç пулни çинчен каларĕç, пурне те ăнăçу, çитĕнÿ сунчĕç.
Çĕр-шывăн гимнĕ янăрать. Ăмăрту ялавне Ю.Семенов интернационалист-воинăн тăванĕ, 6-мĕш класра вĕренекен Катя Семенова çĕклерĕ. Ун хыççăн ăмăртăвăн тĕп судйи А.Петров ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.
    Яланхи пекех чи малтан 4-5-мĕш классенче вĕренекенсем 400 метрлă эстафетăра ăмăртрĕç. Кашни командăра виçĕ арçын ачапа икĕ хĕр ача. Малти вырăна Пинер шкул команди тухрĕ. Вăрмарсемпе (спорт шкулĕ) Мăнçырмасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Чупайсем 6-7-мĕш классенче вĕрекенсем хушшинче мала тухрĕç. Пинерсемпе Мăнçырмасем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
    Трасса çинче - 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем. Чупай шкулĕн спортсменĕсем чăнах та пултаруллă пулнине палăртмалла, ыттисене чылай кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕç. Вĕсем хыççăн Вăрмарсемпе (спорт шкулĕ) Кавалсем дистанцие вĕçлерĕç.
      10-11 классенчи яшсенче 2000 метр чупса малти вырăнсене И.Федоровпа И.Дмитриев тата А.Савков (Аслăчаксем) йышăнчĕç. Хĕрсен тупăшăвĕнче Т.Алексеевапа И.Топтыгина, В.Павлова (Чупайсем) спортсменкăсене çитекенни пулмарĕ.
    Спорт уявне курма пыракансем те йышлăн пухăннă. Вĕсем чупакансене пĕтĕм чун-кăмăлтан хавхалантарса тăчĕç.Çавна кура спортсменĕсем те лайăх вăхăт кăтартма пултарчĕç.
    Акă старта çитĕнсе çитнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ.
    20-29 çулсенчи арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне П.Арманов (Çÿлти Кинчер) тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна А.Петров (Пинер) йышăнчĕ.
     30-39 çулсенчи арçынсем хушшинче чи маттурри О.Иванов (Энĕшпуç), иккĕмĕш - А.Павлов (Кĕлкеш) пулчĕç.
     40-49 çулхисем хушшинче яланхи пекех пĕрремĕш вырăна Г.Боредский (Пинер), иккĕмĕш - В.Данилов тухрĕç.
     30-39 çулхи хĕрарăмсенчен Э.Николаева (Вăрмар) - пĕрремĕш, Е.Ефремовапа А.Григорьева (Пинер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
   40-49 çулхисенчен Л.Агапова (Вăрмар) чи пултарулли пулчĕ, Л.Михайловапа Г.Чернова (Пинер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
     Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.
     Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов ăмăрту ирттерме пулăшнă спонсорсене тата ăмăртăва йĕркелекенсене тав турĕ.
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


23 апреля 2008
00:00
Поделиться