Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурăнас тесех пурăнаççĕ ялта

    Владимир тата Ирина Ивановсен çемйи район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнаççĕ вĕсем. Çак тăрăхра халăх çĕр ĕçĕпе тухăçлă ĕçлет.
    Çĕнĕ техника туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те нумай тытаççĕ. Ивановсем 1 га çĕр çинче те хăйсемех ĕçлеççĕ, утă хатĕрлеççĕ, сутă тума çĕр улми, кишĕр туса илеççĕ. Газель автомашинипе Хусана çитиех кайса сутаççĕ хăйсен продукцине.Уйрăм хуçалăха аталантармалли çăмăллăх кредит 150 пин тенкĕ илсе вĕсем 24 метр вăрăмĕш выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтă хăпартса лартнă. Унта хальлĕхе 3 ĕне, 3 пăру, 1 лаша усраççĕ. Юнашарах çĕнĕ çуртне те туса лартнă. Пурăнма куçмашкăн тумалли ĕç нумай юлман. Çывăх вăхăтра унта газ кĕртмелле. Пурăнас тесех пурăнаççĕ ялта Ивановсем: ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ.
 
Э. МИХАЙЛОВА.


23 апреля 2008
00:00
Поделиться