Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«АЧАЛĂХ ЯЧĔПЕ, АЧАЛĂХШĂН»

   Ыркăмăллăх марафонне районти предприятисемпе организацисем, тĕрлĕ учрежденисем, предпринимательсем активлă хутшăнчĕç. Культура çуртĕнче иртнĕ мероприятие район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов уçрĕ: «Ыркăмăллăх икĕ енлĕ пулма пултарать: укçа-тенкĕпе тата мораль тĕлĕшĕпе çыхăннă пулăшу. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче районти тăлăха юлнă ачасене, нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе пуçтарăннă укçа пĕлтерĕшĕ пысăк. Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрне пулăшма та, тĕрлĕ ача-пăчасен мероприятийĕсене ирттерме те уйăрмалла. Кăçал пуçтарăннă укçаран ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагере нумай ачаллă çемьесенчи ачасене кăна мар, вĕренÿ отличникĕсене, пултаруллă, активлă волонтерсене те тÿлевсĕр канма кайма путевкăсем парĕç.
     Фондра хальлĕхе 90 пин тенкĕ ытла пуçтарăннă. Чи активлисене палăртса хăвармалла. Вĕсем: «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ» тулли мар яваплă общество - 6650 тенкĕ, «Вăрмар пасарĕ» МУП - 7800, Мăнçырмари вăтам пĕлÿ паракан шкул - 5665, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкул -17350, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн пысăках мар коллективĕ те хăйĕн пĕр кунхи ĕç укçине тата ыттисем те уйăрнă. Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен пуласлăхĕшĕн нимĕн те шел пулмалла мар.
 
Э. МИХАЙЛОВА.



26 апреля 2008
00:00
Поделиться