Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

М.Игнатьев министр - пирĕн районта

   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта ял, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса çур аки ĕçĕсем еплерех пынипе интересленнĕ.
    Чи малтанах М.Игнатьев министр райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕпе - ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕпе Л.Петровпа тĕл пулнă, «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн Аслă Чак уйрăмне, «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курнă. «Арабоси» Агрофирма» обществăн пуçлăхĕпе Г.Тимофеевпа, агрофирмăна хăйĕн хÿттине илнĕ Санкт-Петербургри инвесторсемпе тĕл пулнă, ял хуçалăхĕпе, çур аки ĕçĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
    «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра ака ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă, ял хуçалăх техникипе эффективлă усă курнине палăртнă. Çĕнĕ «Класс» маркăллă трактор БДМ-4х4 агрегатпа çĕре мĕнле кăпкалатнине те пăхнă, хак панă. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче çурхи культурăсене акнин технологи процесне, энергиперекетлекен çĕнĕ технологи тата техникăпа мĕнлерех усă курнине пысăк тимлĕх уйăрнă. Палăртса хăвармалла, апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне пурĕ 2845 гектар çинче çурхи культурăсем акса хăварнă (планпа 8139 гектар). Кăçал 3500 гектар усă курман çĕрсене кăпкалатса, пĕрчĕллĕ культурăсем акса, тухăç туса илме палăртнă. Вĕсенчен 700 гектар çурхи культурăсем, ыттисене кĕрхи культурăсем акма палăртнă.
     Аслă Чак ял тăрăхĕнче пулнă май унăн пуçлăхне М.Ухина панă пĕрремĕш ыйту çĕр пирки пулчĕ. «Кăçалтан пуçласа пирĕн тăрăхра пĕр çĕр лаптăкĕ те пушă выртмĕ», - терĕ вăл. «Арабоси» агрофирмăн Аслă Чак уйрăмĕнчи ĕçченсем çураки ĕçĕсене агротехника ыйтнă пек пурнăçлаççĕ. Халĕ А.Никифоров, И.Николаев, В.Зарубин, В.Тимофеев, М.Александров кĕрхи культурăсене удобренипе апатлантараççĕ. П.Семенов «Беларус 1221» (сăмах май, ăна лизинг майĕпе тин кăна илсе килнĕ-ха), Г.Никифоров ДТ-75 тракторсемпе çак ĕçе туса пыраççĕ, В.Степанов водитель кирлĕ им-çама вăхăтра турттарса тăрать. Унсăр пуçне виçĕ Т-150 тракторсемпе анасене сÿрелеççĕ.
 
З. ПАВЛОВА, В. ТОЛМАТОВ.


26 апреля 2008
00:00
Поделиться