Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти чиркÿсем

    1927 çулта Чăваш Республикинче районсем туса хунă май, Вăрмар тăрăхĕнче 11 православи прихучĕ ĕçленĕ: Элпуç, Арапуç, Патти, Пăртас, Кавал, Мăнçырма, Чулкас (Новоишино), Туçа, Шăхаль, Энĕшпуç, Вăтакас (Янцибулово). Каярах Элпуç ялне Тăвай районне, Туçа ялне Октябрьски, çулсем иртсен Çĕрпÿ районне куçарнă.
      Район территорийĕнче тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ тата ĕçлекен чиркÿсем:
- Арапуçĕнчи Чудотворец Николай чиркĕвĕ (1893 çулта тунă). Ăна 1930 çулта хупнă, халĕ тепĕр хут хута янă.
- Паттири Таса Симеон чиркĕвĕ (1897 çулта хута янă). Паян кун та ĕçлет.
- Пăртасри Таса Турамăш Пукравĕн чиркĕвĕ (1878 çулта ĕçлеме пуçланă). 1959 çулта ăна хупнă пулнă, анчах 1990 çултан каяллах Турра ĕненекенсене йышăнать.
- Кавалти Таса Михаил Архистратиг чиркĕвне 1757 çулта хута янă, 1936 çулта ăна хупнă.
- Мăнçырмари Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвĕ 1882 çулта ĕçлеме пуçланă. Паян кун та ĕçлет.
- Чулкасри Таса Троица чиркĕвне 1814 çулта хута янă.
- Шăхальти Петрпа Павел таса Апостолсен чиркĕвĕ 1765 çулта ĕçлеме пуçланă. 1936 çулта ăна хупнă. Юлашки çулсенче вăл тепĕр хут турра ĕненекенсене йышăнма пуçланă.
- Энĕшпуçĕнчи таса Иоанн Богослов чиркĕвне 1893-1898 çулсенче тунă.
- Вăтакасри (Янцибулово) Турă пĕлĕте улăхнă кун (Вознесени) ячĕллĕ чиркĕве 1862 çулта хута янă. 1940 çулта ăна хупнă. Халĕ район территорийĕнче икĕ çĕнĕ чиркÿ - Чупайĕнчи Хусан Турă амăшĕн Турăшĕн тата Кивĕ Вăрмарти таса Михаил Архистратиг чиркĕвĕсем ĕçлеççĕ.


26 апреля 2008
00:00
Поделиться