Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтĕм ĕçе - комплекслă

    «Средний Аниш» хуçалăх (пуçлăхĕ П.Крылов) ĕçченĕсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр. Çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлессишĕн мĕн пур вăй-хала параççĕ Çĕнкинчерсем. Пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркеленĕ. Пĕр тăван Александрпа Алексей Егоровсем ДТ-75 тракторпа нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ çĕрте тăрăшулăх кăтартнă. А.Сергеевпа А.Никитин культиваци тăваççĕ. Н.Ильин, В.Иванов, Г.Павлов механизаторсем кĕрхи тулă анине минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. Н.Ивашков, В.Кузьмин, В.Сидиков сеяльщиксем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
- Кĕрхи культурăсене 800 гектар акса хăварнă. Çуртрисене 900 гектар çине акмалла. Паллах, пахалăх чи малти вырăнта пулмалла, - тет Сергей Павлов тĕп агроном.
    Çакна палăртма кăмăллă: иртнĕ çул хуçалăх Филяндире туса кăларнă «Вальтра» трактор тата сарлакăшне ултă метр илекен «Амазония» сеялка (Германире кăларнă) туяннă. Компьютерпа ĕçлекен çак агрегата В.Крылова çирĕплетсе панă. Акă эпир ку агрегат акакан уя çитсе тăтăмăр.
- 300 гектар çинче тулă акса пĕтертĕмĕр. Халĕ викăпа сĕлĕ хутăшĕ акатпăр. 300 гектар çине урпа, 200 гектар сĕлĕ акса хăвармалла. Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр - хавхаланса каласа парать 22 çул механизаторта тăрăшакан Владимир Николаевич Крылов.
   Каçхи сменăра ку агрегатпа С.Садовников механизатор тырă акма çĕр хатĕрлет. А.Сергеев водитель акнă çĕре вăрлăхпа тивĕçтерсе тăрать. А.Шикарев водитель минераллă удобрени турттарать.
   Ака-сухана хутшăнакансене талăкра виçĕ хутчен апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Л.Иванова повар хатĕрлекен апатпа механизаторсемпе сеяльщиксем кăмăллă.
    Механизаторсен пĕр тĕллев - çурхи культурăсене паян-ыран пысăк пахалăхпа акса пĕтермелле.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


30 апреля 2008
00:00
Поделиться