Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Производство аталанать

     Пирĕн республикăра туса кăларакан производство организацийĕсен 80 процентне яхăн тупăшлă ĕçлет, çулталăк хушшинче тупăш 1, 5 хут ÿснĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: «Республикăра промышленноç производствин индексĕ 2006 çулта 118, 9 процентпа (Раççейĕпе 103, 9 процент) танлашнă, 2007 çулта тивĕçлĕн 114 тата 106, 3 процент, урăхла каласан, Чăваш Енри промышленноç ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чылай пысăкрах», - тесе палăртнă.
     Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине те район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май вĕсен продукци туса кăлараслăхĕ те çулран çул ÿсет. Кăçал иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан январь-март уйăхĕсенче пирĕн районти промышленноç предприятийĕсен тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 30940, 5 пин тенкĕпе (192, 1 процент) танлашнă. 2008 çулхи пĕрремĕш кварталта «Шоркистринский» кооператив - 988, (366, 9 процент), «Юман» тулли мар яваплă общество - 115, 7, (134, 1 процент), «Вăрмарти çăкăр завочĕ» - 2845, 2 (133, 9 процент), «Нива» тулли мар яваплă обществăсем - 2010, 4 (120 процент), Вăрмарти çĕвĕ фабрики пурĕ 4602, 8 (112, 2 процент) пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива» тулли мар яваплă обществăсем пĕрремĕш квартала лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Продукци туса кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сăмахран çăкăр, çăкăрпа булка изделийĕсем - 133, 5, макарон - 0, 4, кăлпасси - 4, 1, кисель - 11, 8 тонна, пылак шыв 14320 декалитр туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ытларах. Продукци пахалăхне ÿстерессипе те тăрăшаççĕ асăннă обществăсем.
     Вĕсемпе пĕрлех нумаях пулмасть уçăлнă «Аван-Полимер», «Вăрмарти механика завочĕ» тухăçлă ĕçлеме тытăнчĕç.
     Пĕрремĕш кварталта тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ «Аван-Полимерăн» - 7218, «Вăрмарти механика завочĕн» 1416 пин тенкĕпе танлашрĕ.
 
Н. КРАСНОВА.


30 апреля 2008
00:00
Поделиться