Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăваттăран иккĕшĕ Вăрмарсем пултăмăр…

    Чăвашсен Патриархĕ И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа Шупашкар - Кăнна Кушки маршрутпа çăмăл атлетсен чупăвĕ иртни, унта пирĕн районта пурăнакан икĕ спортсмен - К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) тата Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) - хутшăнни çинчен пĕлтернĕччĕ.
   Нумаях пулмасть редакцире Н.Михайлов пулчĕ, чупу мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.
   «Апрелĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта И.Яковлева халалласа лартнă палăк умĕнче паллă çыннăмăр çинчен ăшă сăмахсем каланă май 380 çухрăм тăсăлакан маршрута пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен чупса тухма хатĕр 4 спортсмена (пире ĕнтĕ) Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов, ЧР физкультурăпа спорт министерствин яваплă çыннисем тата ыттисем саламларĕç. Маршрут Шупашкар хулинчен пуçласа Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Тутарстанри Пăва, Çĕпрел, Теччĕ районĕсем тăрăх иртрĕ. Чăваш Патшалăх Ялавне çĕклесе ылмашăна-ылмашăна чупрăмăр. Кашни район территорийĕнчех пирĕнпе пĕрле шкул ачисем, вĕрентекенсем, спорта юратакансем чупăва тухрĕç. Çавна каласа хăвармалла - Шупашкартан Канаша çитиччен И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн, Канашран Шăмăршă таран ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем, йĕлтĕрпе чупассипе ветерансем хушшинче 6 хут Тĕнче чемпионĕ пулнă Н.Кузьмина чупрĕç. Апрелĕн 18-мĕшĕнче Кăнна Кушкинче И.Яковлева халалласа лартнă палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнтăмăр. Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ республикăсемпе облаçсенчен делегатсем пулчĕç унта. Эпĕ те сăмах каларăм, темиçе чăваш халăх юррине те юрласа патăм».
   Апрелĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти И.Яковлев палăкĕ умĕнче Н.Михайловпа К.Иванова Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕсем парса чысланă, парнесем панă.
 
В.ТОЛМАТОВ.


30 апреля 2008
00:00
Поделиться