Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕнче Кубокĕ çинчен тĕплĕн

   Май уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче Кубокĕ çинчен нумайрах информаци парас тесе районти тĕп библиотекăра «Спорт - пирĕн тус» курав йĕркеленĕ. Кăсăкланакансем кунта хăвăрт утас спорт енĕн Тĕнчери, çĕр-шыври, республикăри аталанăвĕпе, палăрнă спортсменсен кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе сентресем çине вырнаçтарнă кĕнеке-брошюра, альбомсемпе сăн ÿкерчĕксем тăрăх паллашма пултараççĕ.
    Тĕнче шайĕнче иртекен çак мероприяти спортăн пур енĕпе те çыхăннă тесен йăнăш пулас çук, мĕншĕн тесен вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пурне те пĕтĕçтерет. Çавăнпа та куравра ытти спорт енĕсемпе хамăр районтан тухнă спортсменсемпе тĕплĕн паллаштаракан литература нумай. Чылай кĕнекесемпе брошюрăсен авторĕсем хамăр районтан тухнă А.Хованский, Я.Зайцев, Н.Иванов тата ыттисем те.
 
В. ВЛАДИМИРОВ.


30 апреля 2008
00:00
Поделиться