Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял халăхĕпе килĕштерсе ĕçлеççĕ

    Чулкас ял тăрăхĕ 4 çывăх вырнаçнă Анаткас, Ямпай, Чулкас, Кивĕ Мăнтăр ялĕсене пĕрлештерсе тăрать. 2005 çулхи октябрь уйăхĕнчен ăна Иван Гаврилович Сергеев ертсе пырать. Чулкас ял тăрăхĕ нумай кăтартусемпе районта паллă вырăнта. 2007 çулта хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хушшинче республика шайĕнче ирттернĕ конкурсра Иван Гаврилович «Чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ» номинацире çĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, 2007 çулта иртнĕ РФ Патшалăх Думин суйлавĕнче суйлавçăсен активлăхĕпе районта 1-мĕш, республикăра 49-мĕш вырăна тухнă. РФ Президенчĕн суйлавĕнче те ку тăрăхри суйлавçăсем активлă пулнă. Çакă ĕнтĕ халăх паянхи ертÿçĕсене ăнланнине, пурнăçа кĕртсе пыракан программăсене йышăннине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе килĕштерсе ĕçленине кăтартать. «Кăçал халăх пурăнакан мĕн пур вырăна çитиччен хытă сийлĕ çулсем тумалли программăна вĕçленĕ май Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп - муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе те 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса, туса хатĕрлемелле», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2008 çулхи Патшалăх Канашне янă Çырура. Чулкас ял тăрăхне кĕрекен кашни ялăн тĕп урамĕсене те çывăх вăхăтра хытă сийлĕ асфальт сармалли, халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли чи çывăх вăхăтра пурнăçламаллисем пулса тăраççĕ. 1964 çултах хывнă шыв пăрăхĕсем юрăхсăра тухса пынăран, шыв пăрăхĕсене юсассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттермелле. Пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли проект хатĕр.
     Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев палăртнă тăрăх, республика чăн кăтартусене çĕнсе илнĕ, вăл «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе чи лайăх регион шутланать. Тата чи кирли çакă: ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçланă. Çав шутра пин-пин гражданин. «Чулкас ял тăрăхĕпе илес пулсан, 2006 çулта 5749 пин тенкĕ, 2007 çулта - 9669 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредитсем илнĕ.
     Анаткас ялĕнчи клуба газ кĕртнĕ, модельлĕ библиотека уçнă. Уйрăмах халăх тăрăшулăхне палăртса хăвармалла, ĕлĕкхи ниме йĕркипе те хастар хутшăнать ял халăхĕ обществăлла ĕçе. Право йĕркине пăсассипе те халăхпа профилактика ĕçĕсем туса ирттеретпĕр, йĕрке, дисциплина пăсасси витĕмлĕ чакнă», - пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, пулăшсан ăнăçу пулатех.
 
Э. МИХАЙЛОВА.


30 апреля 2008
00:00
Поделиться