Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерÿпе вĕçлерĕмĕр

    Аслă Çĕнтерÿ кунне пуçласа кĕтсе илнĕренпе 63 çул çитсе те тăчĕ. Çак пысăк уява тĕнчипех паллă тăваççĕ. Манмасть халăх çĕнтерÿçĕ çĕр-шывăма тав тума. Çĕнтерÿ пирĕншĕн çĕр çинче хĕвелпе пĕр тан. Чăтрĕ çĕр-шыв: ялсемпе хуласем кĕлленчĕç кунĕн-çĕрĕн хăрушла, çĕр юнпа шăварăнчĕ. Хура юнлă фашистсем Шурă тинĕсрен пуçласа Хура тинĕсе çити алхасрĕç. 1418 кун фронтпа тыл юнашар пулнă, çĕнтерĕве çывхартма пĕрле кар тăнă. Мускавран чылай инçете хăваларĕ фашистсене пирĕн мухтавлă Совет Çарĕ, вĕсене Берлинта тĕп турĕ. Çĕнтерÿшĕн пынă çапăçура пирĕн салтаксенчен чылайăшĕ пуçне хучĕç. Вĕсен хушшинче чăвашсем те йышлă пулнă, çав шутра Кавалсем те. Ентешсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çĕр-шыва, унăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă. Чăвашсене паллă полководецсем: Суворов та, Кутузов та хисепленĕ. Салтак ятне вĕсем нихăçан та яман.
 
Г. МОКЛАКОВ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться