Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

А.Линга паттăра халалласа

     Шкул ачисен ăс-тăнне тата пултарулăх аталанăвне хавхалантарас, сывă пурнăç йĕркине хастарлăн йăлана кĕртес, спортпа туслашассине çирĕплетес тĕллевпе Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, Афганистан çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех пуçне хунă А.Линга воин-интернационалиста асăнса Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çăмăл атлетсен кросне ирттерчĕ. Унта район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, шкул директорĕ А.Димитриев, спонсорсем: «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ О.Венедиктов, «Аван-ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ О.Ильин, А.Линга воин-интернационалист шăллĕн С.Линга çемйи тата тăванĕсем, районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем, спортсменсем хутшăнчĕç. Çак çăмăл атлетсен кросне йĕркелекенĕсем: Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ, «Единая Россия» партин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕ. Ăмăртăва Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн физкультура вĕрентекенĕ А.Ноздрин уçрĕ: шкул директорне А.Димитриева спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкул директорĕ А.Димитриев, О.Венедиктов, О.Ильин спонсорсем саламларĕç, спортра çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕç. А.Линга паттăра асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова çак ялта çуралса ÿснĕ патвар салтак А.Линга ячĕ нихăçан та манăçми, ăна асăнса вăл çуралса ÿснĕ урама ун ятне пани, çурчĕ çине асăну хăми çакни, шкулти музейре ятарласа воин-интернационалиста халалласа кĕтес йĕркелени çинчен каларĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Чăваш Республикин Ялавне шкулăн пултаруллă спортсменĕсем К.Линга, В.Иванов çĕклеççĕ. Ăмăрту пуçланас умĕн Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем паттăрлăх вилĕмĕпе çыхăннă сăвăсен ярăмĕпе савăнтарчĕç. Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Ноздрин ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Ăмăртăва пирĕн районтан пурĕ 308 спортсмен, 13 шкул, 20-29 çулсенчи çамрăксем, спорт ветеранĕсем хутшăннă.
 
З. ЕЛАКОВА.


08 мая 2008
00:00
Поделиться