Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аттепе тĕл пулни

     Манăн атте, Герман Игнатьевич Игнатьев, 1905 çулта Кавал ялĕнче çуралнă. Ялта ĕçлесе пурăннă. 1941 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах фронта кайнă. Тула хулине связист пулса хÿтĕленĕ. Вăйсем тан мар пулнипе хаяр çапăçура йывăр аманать. Ăна хуларан инçе мар вырнаçнă госпитале, кайран, фашистсем çывхарса килнипе, васкавлăн хальхи Пушкăрт Республикинчи Шафраново чукун çул станцийĕнчи 2576-мĕш эвакогоспитале вырнаçтараççĕ. Питех те шел, йывăр суранĕсене пула вăл 1943 çулта çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлать. Вара ăна Пушкăртстанри Альшевский районĕнчи Шафраново чукун çул станцийĕнче пытараççĕ.
    Унтанпа 55 çул иртрĕ. Апла пулин те эпир аттене манман. Унăн çутă сăнарĕ хавхалантарсах пынă, пырать те пирĕн чĕререх вăл.
Калас пулать, мана атте вил тăприйĕ çине кайса курмашкăн Пушкăрт Республикинчи тутарла тухса тăракан «Кызыл тан» («Хĕрлĕ ялав») хаçат тĕп редакторĕ Фаил Камилович Фатхутдинов нумай тăрăшрĕ. Вăл малтан хамăр республикăн президенчĕ Н.В.Федоров патне çыру янă пулнă. Унта Пушкăрт çĕрĕ çинче Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Вăрмар районĕсенче çуралса ÿснĕ, паттăр çапăçса пуçĕсене хунă салтаксен вилтăприйĕсем упраннине пĕлтернĕ. Вĕсен тăванĕсене хăйсем патне пырса курма чĕннĕ. Çакăн çинчен кайран республикăра тухса тăракан «Советская Чувашия» хаçат та пĕлтернĕччĕ.
     2007-мĕш çул. Август уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкартан Ярославль - Епхÿ (Уфа хули ĕнтĕ) маршрутлă автобуспа пысăк çула тухрăм. Кăнтăрла иртсе виçĕ сехетре Епхĕве çитрĕм. Çапла вара Епхÿрен хамăр еннелле 120 çухрăм каялла Шафраново станцине çитрĕмĕр. Кунта станци çывăхĕнчех вăрçа хутшăнса Тăван çĕр-шывшăн пуçĕсене хунă салтаксен масарĕ пур. Эпир çавăнта кĕтĕмĕр. 125-мĕш номерпе выртакан вил тăпри патне çитрĕмĕр. Кунта ман атте ĕмĕрлĕхех вырăн тупнă иккен. Хумханнипе çан-çурăм сÿлетсе илчĕ. Хама хам та чăтаймарăм. Куççулĕ тăвăнса шăпăртатса анчĕ... Аттем, 54 çултан тĕл пултăмăр-и? - терĕм чĕререн хурланса. Хам астунă пек унăн сăнарĕ куç умне тухса тăчĕ. Вăрçа ăсатнă чухнехи те. «Эпĕ таврăниччен чипер пурăнăр», - тесе виçĕ ачине чуп туса хăварни те.
   Вара, кăштах лăплансан, чечек çыххи хутăм вил тăприйĕ çине.
 
А.ИГНАТЬЕВ каласа панине В.МИРОНОВ çырса илнĕ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться