Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чехословаки çĕрĕ пирĕншĕн ют мар

    Манăн атте, Егор Христофорович Христофоров, 1892 çулта Çитмĕш ялĕнче çуралнă.
   Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланас умĕн унăн ывăлĕ Николай Севастополь хулинче 25-мĕш Чапаев дивизийĕнче службăра тăнă.
     Аттене 1943 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче вăрçа илсе кайрĕç. Вăл ун чухне 51 çул тултарнă пулнă. Эпир, унăн ачисем, аттене вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтрĕмĕр. Анчах та кĕтсе илеймерĕмĕр. Чехословакие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче 1945 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче тăшман пульли унăн пурнăçне татнă. Ăна Спишка-Нова-Вес уесĕн Кошица облаçĕнчи Данишевце ялĕнче пытарнă. Унăн вил тăпри çине пысăк палăк лартнă. Палăкăн пĕр енче аттен сăн ÿкерчĕкĕ. Унăн аял енне «Христофоров Егор Христофорович, сержант Советской Армии», тесе çырса хунă. Тепĕр енче Чехословаки партизанĕн сăн ÿкерчĕкĕ.
    Эпир, унăн ывăлĕсем, атте палăкне Чехословакие кайса куртăмăр.
    Аттепе пĕрле нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă Чехословаки çынни Иосиф Франко (вăл шăл врачĕнче ĕçленĕ) Мускава килсе манăн пиччепе, Дмитрий Егоровичпа тата шăллăмпа Михаил Егоровичпа тĕл пулса калаçрĕç. Чехословакири туссемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Чехословаки çыннисем аттен палăкне таса та тирпейлĕ тытаççĕ, Çĕнтерÿ кунне ял çыннисем палăк çывăхĕнче паллă тума хатĕрленеççĕ.
 
Г. ЕГОРОВ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться