Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фашистсене аркатнă

    Аслă Отечественнăй вăрçă чарăнни 63 çул çитрĕ. Çак çулсем хушшинче киле таврăннă фронтовик-
сем нумайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Акă пирĕн Мăнçырма ялĕнче те пурăнакансем тăваттăн анчах тăрса юлчĕç, пĕринпе эпĕ вулакансене паллаштарасшăн. Вăл Геннадий Мефодьевич Мефодьев, Лешкас Мăнçырмара 1924 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. Пĕчĕккĕ чухне ыттисем пекех ача-пăча вăййисене выляма юратнă, 11-12 çулта çывăхри ялсенче пурăнакансенчен волейбол команди йĕркеленĕ. 1931 çулта ялти шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. 6-7 классенче вĕреннĕ чухне Гена драмкружоксене çÿренĕ. Вăл ял халăхне спектакльсем лартса панине каласа парать, сăмахран «Айдар», «Анисса» тата ытти те. 1938 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, Вăрмарти вăтам шкула вĕренме çÿрет. Вăрçă тухнă çул вĕренсе пĕтерет, çав çулах Мари вăрман хуçалăхĕн институтне вĕренме кĕрет, анчах та шел, вĕренсе пĕтереймест, ăна 1942 çулта çара илеççĕ. Канаш станцийĕнчен Иваново облаçĕнчи Горовецки çар лагерьне илсе каяççĕ, унта сентябрь, октябрь уйăхĕсенче çар ĕçне вĕрентеççĕ. Унтан Г.Мефодьев Мускав облаçĕнчи Лобня поселокĕнче вырнаçнă пулеметно-минометнăй училищĕре вĕренет. 1943 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче училищĕрен курсантсене пурĕ 800 çынна фронта илсе каяççĕ, вĕсен поездне нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахса пулеметсенчен персе çунтарса, çĕмĕрсе пĕтереççĕ. Ветеран 800 çынран пурĕ те 300 çын çеç юлнине пăшăрханса каласа парать. Унтан вĕсене Курск облаçĕнчи пĕр яла илсе кайнă, унта 83 гварди дивизийĕн 267 гварди стрелковăй полкĕ вырнаçнă пулнă. Çав вырăнта вĕсем апрель, май, июнь уйăхĕсенче тăнă. Г.Мефодьева «Максим» системăллă станковăй пулемет расчечĕн (расчетра 5 çын) командирĕ пулма уйăрса лартаççĕ. 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем, Белгород, Курск, Орел хулисем патĕнче наступлени пуçланă, малтанхи вăхăтра 30-35 км чакни çинчен каласа парать вăл. Июлĕн 12-мĕшĕнче нимĕçсене малалла кайма чарнă, авиаци, танксем вăйлă тапăннине тусеймесĕр нимĕç çарĕ пысăк çухатусем тÿссе каялла чакать.1943 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Белгород, августăн 23-мĕшĕнче Харьков хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать Г.Мефодьев. Çав кунах ăна ураран амантаççĕ, госпитале лекет. Госпитальтен тухсан ăна 375-мĕш дивизири 1245-мĕш стрелковăй полка яраççĕ, вăл унта химинструктор пулса çапăçать. 1943 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче Г.Мефодьев каллех, иккĕмĕш хут, пуçран аманать, унăн 1944 çулхи январĕн 9-мĕшĕнчен госпитальте сипленме лекет. Сывалса тухсан 36-мĕш гварди дивизири 108-мĕш гварди стрелковăй полкра артиллери наводчикĕ пулса нимĕçсемпе çапăçать. 1944 çулхи августăн 24-мĕшĕнче вĕсен дивизийĕ Кишинев хулине ирĕке кăларнă. Çав хулана ирĕке кăларнă çĕре хутшăнса паттăрла çапăçнăшăн, пехотăна малалла кайма пулăшнăшăн Мăнçырма каччине Верховнăй Главнокомандующи И.Сталин приказĕпе Тав хучĕ параççĕ. Çавăн чухнех ăна «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем панă. Г.Мефодьев çавăн пекех Венгрие ирĕке кăларнă çапăçусенче те пулнă. 1945 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Австри çĕрĕ çинче нимĕçсене атакăланă чухне ăна кăкăртан йывăр амантаççĕ, салтаксем спецпалаткăпа сĕтĕрсе тухса санчаçе ăсатаççĕ. Çĕнтерÿ кунне вăл Венгрири Кечкемет хулинчи госпитальте кĕтсе илет, 1945 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче тин сывалса тухать. Ун хыççăн Румынире Бухарест хулинче çар службинче тăрать. 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Вăрçă хирĕнчен таврăннă салтак мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. 1947 çулхи февраль уйăхĕнче пултаруллă çамрăка Мăнçырмари шкула ачасене физкультурăпа вĕрентме чĕнсе илеççĕ. Çав çулах Канашри педучилищĕне экстернăй майпа вĕренсе 1948 çулта пĕтерет. Шкулти тата ялти çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас шутпа Г.Мефодьева нумай ĕçлеме лекнĕ. Шкул дирекцийĕ, районти çут ĕç пайĕ, районти физкультурăпа спорт комитечĕ темиçе хутчен Хисеп грамотисем парса чыс тунă. «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне панă, нумай çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медале илме тивĕç пулнă вăл. «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» юбилей медалĕсене, I степень Отечественнăй вăрçăн орденне парса чыс тунă Геннадий Мефодьевича. Вăл 1985 çулхи август уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Шăхаль хĕрĕпе Анна Дмитриевнапа çемье çавăрса 8 ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ.
 
Г. ПЕТРОВ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться