Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтовика - автомашина уççи

     Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитрĕ. Хальхи вăхăтра районта вăрçă участникĕсем - 57, инваличĕсем 35 пурăнаççĕ. автотранспорт илмелли черетре 16 инвалид тăрать. Кăçал Чăваш Республикине 174 автомобиль уйăрса панă. Çав шутран пирĕн района пĕр «Лада» çиччĕмĕш модель килет. Çĕнтерÿ кунĕ савăнăçлă лару-тăрура унăн уççине Энĕшпуçĕнче пурăнакан Макаров Роман Макарович фронтовика парĕç.
    2001 çултанпа Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем пурĕ 24 автомашина илчĕç.
 
В. ИВАНОВ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться