Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк ялăн вăрçă паттăрĕсем

    Сергей Александрович Пульхеровский каласа панине халĕ те манман-ха. Мана йывăр аманнăскере, вилнĕ тесе, вилнĕ салтаксемпе пĕрле пытарма пуçланă мĕн. Вилнĕ салтаксем хушшинче эпĕ йынăшнине, алăпа хускатнине курнă та, васкавлăн медсанбата ăсатнă, виçĕ уйăх медсанбатра сывалтăм, мана йывăр контузи пулнă, халĕ акă эпĕ сирĕн умра тăратăп», - тенĕччĕ. Пульхеровский йăхĕнчен вăрçа улттăн хутшăннă. Виççĕшĕ вăрçă хирĕнчен Вăрмар районĕнчи Уйкас ялне, ашшĕ-амăшĕ килне килеймен. Кĕçĕн лейтенант пулнă Иван Александрович вăрçăн малтанхи çулĕнче Орловск облаçĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Михаил Алексеевичпа, Михаил Владимирович аслă политрук, Мускава хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Вăрмар районĕнчи Уйкас ялĕ пысăк ял мар, хĕрĕх килтен те иртмест пулĕ. Вăрçа кашни килĕренех хутшăннă. Вăрçă хирне 27 çын выртса юлнă. А.Петров, М.Петров Ленинград хулине хÿтĕлесе çамрăк пурнăçне татнă. М.Максимов, Е.Морозов, А.Николаев Прибалтикăна ирĕке кăларассишĕн, хаяр та юнлă тан мар çапăçура вăрçăн хирĕнче выртса юлнă. Украинăна ирĕке кăларассишĕн Константиновсен йăхĕнчен тăваттăн пуçĕсене вăрçă хирĕнче хунă. Л.Александров командир взвочĕ, Калуга хулине илессишĕн хаяр тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Уйкас ялĕ пысăк ял мар пулсан та, çак ялтан вăрçа хутшăннисенчен чылайăшĕ командирсем пулса тăнă. Акă М.Пульхеровский аслă политрук. Политрук чысне ÿкермен, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен тăван яла сывă е аманнă салтаксем, çĕнтерÿçĕ-салтаксем пулса таврăннă. Салтак тумне хывмасăрах мирлĕ ĕçе пуçăннă. М.Андриянов сержант, Хĕрлĕ Çăлтăр кавалерĕ, вăрçа пула юхăннă тăван ялти Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пыма тытăнать. Г.Лукин суранĕ тÿрленсе çитменнине пăхмасăр уй-хир бригадирĕ пулса ĕçлет. Çĕнтерÿçĕ-салтака Г.Ефремов, уй-хир бригадинче ĕçлекен колхозниксем хăйсен уй-хир бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. З.Леонтьева, вăрçăра çĕнтернĕ пулнăскер, колхозра кладовщица пулса ĕçлеме тытăнать. С.Пульхеровский Энтриялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта директор пулса ĕçлеме тытăнсан, Н.Пульхеровский Энтриялĕнчи ял совечĕн секретарĕнче ĕçе кÿленет. Анчах та вăрçăра йывăр сусăрланнăскер, аслă лейтенант, çемье чăмăртасан нумаях пурăнаймасть. В.Ефремов Энтриялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта пулас ăрăва ăс-тăн пухма вĕрентме тытăнать. П.Порфирьев Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта хăйĕн юратнă мирлĕ ĕçне вĕрентекен пулса малалла тăсать. Нумайăшĕ вăрçăран сывă таврăннă çĕнтерÿçĕ-салтаксем колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хума тытăнаççĕ, суха тăваççĕ, тырă акаççĕ. Тăван ялти колхозăн çитĕнĕвне ÿстерессишĕн, колхоза пуянлатассишĕн ĕçе пуçăнаççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак, взвод командирĕ, унăн вăрçăри паттăрлăхне кура Г.Пульхеровский Мускавра 1945-мĕш çулта Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕç пулать. Çулсем малалла шăваççĕ, иртеççĕ. Кăçал Раççей халăхĕ 63-мĕш хут майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне уявлать. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Халĕ вăрçа хутшăннисем сывă пурăнакансем Уйкас ялĕнче юлман, кунти тĕнчерен уйрăлнă.

А. ВИШНЕВСКИЙ.



08 мая 2008
00:00
Поделиться