Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăл тухтăрĕсем

    Çын сывă пулни - телей. «Çирĕп сывлăхлă пулас тесен, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, вара шăлсем те çирĕпрех пулаççĕ», - теççĕ районти тĕп больницăн поликлиникин стоматологи уйрăмĕнчи Р.Михайловапа Т.Михайлова шăл тухтăрĕсем. Иккĕшĕ те Шупашкарти медицина училищинчи стоматологи уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă. Çак училищĕне пĕтерсе алла диплом илсен Розалина Михайловна Пысăк Енккассинчи больницăра шăл тухтăрĕ пулса вăй хурать, 1998 çулта вара районти тĕп больницăн поликлиникине килет. Ĕçе пысăк пахалăхлă, тĕплĕн пурнăçласа пырать вăл. Килекен пациентсем те унпа кăмăллă. Шăлсене юсанисĕр пуçне ку е вăл пациента шăлсене мĕнле тасатма, упрама сĕнÿсем, канашсем парать. «Шăлсене вăхăтра сиплемелле, ыратма пуçличчен кĕтсе тăмалла мар. Çулталăкра икĕ хутчен шăл тухтăрĕ патне консультацие килсен лайăхрах», - тет Р.Михайлова. Сăмах май унăн ывăлĕ Максим та амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче стоматологи уйрăмĕнче III курсра вĕренет.
    Тамара Анатольевна Михайловăн хĕрĕ Марина та çÿлерех асăннă уйрăмра III курсра пĕлÿ пухать. Т.Михайлова шăл тухтăрĕ хăй ĕçĕнче чăн ăста. Шкул çулне çитмен, шкулта вĕренекенсене, аслă ăрурисене пĕтĕмпех сиплеме тăрăшать вăл. Кунне 15-16-шар пациент йышăнаççĕ пултаруллă шăл тухтăрĕсем. Нумаях пулмасть «Пилот» федераллă программăпа килĕшÿллĕн стоматологи уйрăмне шăл юсакан çĕнĕ машина уйăрса панă. Т.Михайлова шăл тухтăрĕ тивĕçрĕ ăна. «Çĕнĕ оборудовани ĕç пахалăхне лайăхлатать, пациентсен шăлĕсене сыватас эффективлăхне ÿстерет», - теççĕ Р.Михайловапа Т.Михайлова шăл тухтăрĕсем.
 
З. ПАВЛОВА.


08 мая 2008
00:00
Поделиться