Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сиплеме - çĕнĕ оборудовани

     Юлашки çулсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май, çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Республикăра пурнăçлакан «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Вырăнта пурăнакансем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илччĕр тесен пурлăхпа техника базине вăйлатмалла. Районти тĕп больница çулран-çул медицина оборудованипе пуянлансах пырать. Сăмахран, «Пилот» федераллă программăпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна шăл юсакан машина, реанимаци уйрăмĕ валли искусствăлла майпа сывламалли аппарат, хирурги уйрăмне операци сĕтелĕ, электричество вăйĕпе ĕçлекен çĕçĕ уйăрнă. Унсăр пуçне хăйсен вăйĕпе велоэргометр (чĕре мĕнле ĕçленине тĕрĕслекен аппарат) туяннă. Функционаллă диагностика кабинечĕн медицина сестри Е.Леонтьева кунне 50-60 пациентран кая мар йышăнать. Вăл çак ĕçре 29 çул тăрăшса вăй хурать, чирлисене пахалăхлă пулăшу кÿрет.
 
З. ЕЛАКОВА.


08 мая 2008
00:00
Поделиться