Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăл Мускава хÿтĕленĕ

    Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистсене çапса аркатса Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул
çитрĕ. Сахал вăхăт мар ку. Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, 84 çулхи Антонина Максимовна Гурьева фронтовик тăшман пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕнине халĕ те лайăх астăвать-ха.
Тоня ун чухне Мăнçырмари вăтам шкултан тин çеç вĕренсе тухнă. Хăйĕн юлташĕпе - Тамарăпа техникума вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килмен вĕсен. Фашистла Германи Совет çĕр-шывĕ çине вăрçăпа тухнă хыпар хĕрсен чĕрине çĕçĕпе чикнĕ евĕрех суранлатнă, тăшмана курайманлăх çуратнă. Ял çыннисем вăйпитти арçынсене фронта ăсата-ăсата янă. Тылра арçынсем вырăнне хĕрарăмсем йышăннă. Акă, колхоз бухгалтерне А.Порфирьева та пĕрле ĕçлекенсем фронта ăсатнă.
     1941 çулхи декабрь уйăхĕнче Тоньăна та мобилизаци йĕркипе çара илнĕ. Женя Левинапа Лена Степанова тантăшĕсем те пĕрлех пулнă. Вăрмар станцийĕнчен вĕсене Мускава илсе кайнă. Вырăна çитсен тантăшĕсене пĕр-пĕринчен уйăрнă.
Тоня Мускав оборонин пĕрремĕш ункине лекет. Çĕр-шыв столицинчен чи çывăхра тăракан оборона ку. Кунти зенитлă артиллери полкĕнче Тоня Çĕнĕ Кавал хĕр ачипе Фекла Герасимовăпа пĕрле пулать. Фекла - пулеметнăй отделенире, Тоня виççĕмĕш номерлĕ ПУЗАО приборнăй отделенире. Çак приборсемпе 12 хĕр ача ĕçленĕ. Вĕсем - çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ патриоткăсем: Лена - Мускавран, Оля - Ленинградран, Фая - Тутар Республикинчен, тепĕр Лени вара - полячка. Отделени командирĕ Иноземцев старик пулнă.
    Иккĕмĕш отделенире тăшман сывлăшран пырса тапăнассинчен сыхланă. Вĕсем, инçетрен сăнаса, самолетсен маркисене пĕлтерсе тăнă.
Акă, артиллери сасси янăраса кайнă. Аркатма е çынсене вĕлерме пемеççĕ куна. Тапăнмаллине пĕлтерекен салют пулнă ку. Ăна пушă снарядсемпе хĕрсем пенĕ.
     Тăшмана курайманлăх кунран-кун ÿссе пынă. Пирĕн çарсем хула хыççăн хулана ирĕке кăларнă. Часах вĕсем урăх çĕр-шывсенчи халăхсене те Гитлер пусмăрĕнчен хăтарнă. Ирсĕр çĕлен-калтасене хăй вăрçăпа тухнă вырăнта тĕппипех çапса аркатнă.
     Кĕтнĕ кун çитнĕ. Тăшмана тĕп тунă. Çакă пуриншĕн те пысăк савăнăç пулнă. Мускав тÿпине хÿтĕленĕ хĕр ачасем те савăннипе пĕр-пĕрне ыталаса чуп тунă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш Антонина Максимовна та пулнă. Мĕн вăрçă пĕтичченех çапăçнă вăл. Çакна унăн кăкри çинче: Отечествăлла вăрçă орденĕ, «Жуков» медалĕ, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», нумай юбилей медалĕсем тата «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿреççĕ.
    Вăрçă хыççăн Антонина Максимовна Канаш хулинчи финанс пайĕнче аслă бухгалтерта, районти финанс пайĕнче аслă бухгалтерта, Вăрмарти вăтам шкулта бухгалтерта, районти çут ĕç пайĕнче аслă бухгалтерта, ял хуçалăх работникĕсен профсоюз райкомĕнче инструктор-ревизорта вăй хурать, унтанах тивĕçлĕ канăва тухать. Хуть те ăçта тăрăшсан та вăл хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлнине, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кăтартса панă. Çавăншăн ăна коллективра хисепленĕ.
   Паян кун та хăйне аванах туять-ха ветеран. Ÿсекен çамрăк ăрăва патриотла, воспитани парас енĕпе хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Эпир ăна малашнехи пурнăçра ырă кун-çул, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине çирĕп сывлăхпа кĕтсе илме ăнăçусем сунатпăр.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


08 мая 2008
00:00
Поделиться