Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Капмар çурт хăпартнă

    «Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлет­пĕр. Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă», - тет Хĕрлĕçырта пурăнакан Валерий Иванович Ильин. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăл, çавăнпа та хăйĕн пур­нăç çулне ялпах çыхăнтарнă.
     1965 çулта «За коммунизм» хуçалăхра механизатор пулса вăй хума тытăннă. Халĕ те руль умĕн­чен каймасть вăл. Çĕр çинче тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç çи­тĕн­тереççĕ. Мăшăрĕ Галина Трофимовна та хуçалăхра фермăра чылай çул ĕçленĕ. Вĕсем 3 ача пăхса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
     «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан, ĕçлекен çемьесене çурт-йĕр çа­вăрма федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. В.Ильин та ăна тивĕç­нĕ. Çак уйăрнă укçа-тенкĕпе капмар çурт хăпартнă.
 
З. Павлова.


21 мая 2008
00:00
Поделиться