Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни ача хăй пĕр тĕнче

    Ачасен шухăш-кăмăлĕ тĕрлĕрен. Пирĕн вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, уйрăмшарăн тĕл пулса калаçусем ирттермелле. Кăçалхи 4 уйăх итогĕсем тăрăх, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 58 ача учетра тăрать, вĕсенчен 8-шĕ - условнăй майпа айăпланнисем. Учетра тăракансем çумне обществăлла воспитательсене çирĕплетнĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмри инспекторсем профилактикăлла мероприятисем ирттернĕ май, кăçал кăна ку таранччен 8 ачана учета илнĕ, çул çитнипе 10-шне, хăйсен йăнăшне ăнланса илнипе 4 ачана учетран кăларнă. Уголовнăй майпа айăпланнисем те пур-ха. Вĕсемпе те тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр. Шел пулин те, çамрăксем хушшинче эрех-сăрапа иртĕхекенсем те тĕл пулаççĕ-ха. Район территорийĕнчи лавккасенче 18 çул тултарман ачасене эрех-сăра сутассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе ятарлă рейдсем ирттеретпĕр.
    Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата социаллă пулăшу пайĕсен, сывлăх сыхлавĕн работникĕсемпе пĕрле эпир таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Тăтăшах ялсене тухса çÿресе ăнăçсăр çемьесене çитсе куратпăр. Ашшĕ-амăшĕсем пур çĕртех ачасем хĕн курса пурăнаççĕ. Вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. Ашшĕ-амăшĕн прависене пурнăçламаннисене учета илетпĕр, хальлĕхе кун пеккисем 36 çемье учетра тăраççĕ. 2008 çулта ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене пурнăçламаннисем пирки шалти ĕçсен пайĕ РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн (КоАП) 5.35 статйипе килĕшÿллĕн 46 ĕç пуçарнă.
    Шел пулин те, районта ăнăçсăр çемьесем нумайлансах пыраççĕ. Çак çемьесенче ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе вĕсене шкул-интернатсене, ятарлă шкулсене, социаллă реабилитаци центрĕсене вырнаçтарассипе тĕрлĕ мерăсем йышăнатпăр. Кăçал ку таранччен Арапуçĕнчи реабилитаци центрне 46 ачана вырнаçтарнă.
    Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсасран асăрханса тĕрлĕрен рейдсем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен: «Картиш», «Рынок», «Шырав», «Наркоман», «Арсенал». Рейдсем ирттернĕ вăхăтра Чулкас, Кавал, Саруй, Урнар, Пысăк Енккасси ялĕсенче çул çитмен ачасене эрех-сăра, пирус сутнисене тупса палăртса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
    Çуллахи каникулсенче ĕçлеме пултаракан ачасене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тĕрлĕ ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Çавăн пекех кану лагерĕсенче те ачасем валли вырăн тупăнасса шанатпăр. Пирĕн ĕçри тĕп задачăсенчен пĕри - ачасене преступлени çулĕ çине тăрасран асăрхаттарасси.
 
В. АНАНЬЕВА.


21 мая 2008
00:00
Поделиться