Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кун-çул уттинчен юлар мар

    Вăрмар район пуçлăхĕ В. КИРИЛЛОВ «Хĕрлĕ ялав» хаçата панă интервью)
 
    Юлашки çулсенче пурнăç ша­йĕ лайăх еннелле сулăнни куç умĕн­че. Районта пурнăçа кĕрекен ĕçсем пурте кунта пурăнакансемшĕн. Район аталану çулĕпе пы­­ни халăх района ертсе пыракана шаннине кăтартса парать. Çавăнпа та пирĕн ка­лаçу районăн социаллă-экономикăлла ата­ланăвĕ тата кунти халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пырĕ.
 
- Çурхи хĕрÿ ĕçсем хыçа юл­чĕç темелле ĕнтĕ. Кăçалхи çур аки пирки кĕскен калаймăр-ши?
 
- Çĕр çинче ĕçлесе ырлăх-пур­­лăх тума çăмăлах мар. Арканса юхăннă хуçалăхсене ура çине тăратма вара пушшех те йывăр. Усă курмасăр пушă выртакан çĕр­­сен шучĕ те чылайччĕ. Эпир вара çав çĕрсемпе усă курассине, вĕсене пусă çаврăнăшне 7800 гектарне кĕртессипе нумай ĕçле­рĕ­мĕр. Юлашки икĕ çул хушшинче 7 пин гектар çĕрпе пусăçаврăнăшне усă курма тытăнмалла. Ку ĕç­сене пурнăçлама пур условисемсем те çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра 700 гектарне сухаласа ĕçе кĕрт­нĕ, чылай лаптăк çине кĕр­хи культурăсем акса хăвармалла. Çĕр пайĕсемпе ĕçлессине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕ­сене кадастрпа регистраци палатисемпе ки­лĕшÿллĕн шута илсе ра­йон тер­ри­торийĕнчи хуçалăхсене договорпа арендăна парасси те аван йĕркеленсе кайрĕ. Тĕс­лĕхрен «Арабоси» агрофирма, «Агро­Вла­дина», «Средний Аниш» хуçалăхсемпе, «Урмар­ская» кайăк-кĕшĕк фабрики ла­йăх ĕçлеççĕ. Çĕре сухаласа акса туса илесси ял хуçалăх техники­сĕр пулмасть. Çĕнĕ техника ял ху­çалăх производствине лайăх­лат­ма, тухăçлă та пахалăхлă ĕç­леме майсем туса параççĕ. Çĕнĕ техника туянасси укçа-тенкĕпе çы­хăннине пурте чухлаççĕ. Наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа ял хуçалăхне аталантарма патшалăх енчен те пулăшу чылай пул­чĕ. Ял хуçалăх техникине туянма, выльăх-чĕрлĕх витисене юсама, реконструкцилеме майсем туса пачĕ. Ку енĕпе районти «Арабоси» агрофирма, «Средний Аниш», «АгроВладина» хуçалăхсем ыттисемшĕн ырă тĕс­лĕх пулса тăраççĕ.
 
- Социаллă инфраструктурăна, культурăна аталан­та­расси, çулсем тăвасси ра­йонта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе ĕç­сем мĕнлерех?
 
- Район администрацийĕ çул-йĕр хывассипе тĕллевлĕ ĕçлет, ас­фальтлă çулсем çулленех хутшăнсах пыраççĕ. Иртнĕ çул 14, 4 километр тăршшĕ автоçула хута янă, 3, 5 километр юсав ĕçĕсем тунă. Кăçал Чăрăшçырма, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсене, Вăтакас - Çĕнĕ Кинчер, Саруй - Канаш чикки, Энĕшпуç - Тăвай районне çити асфальтлă çулпа çыхăнтарма палăртнă. Çул-йĕре пăхса тă­ни ялсенчи инфраструктурăна ла­йăх­латма пулăшать. Пĕтĕмĕш­ле каласан кăçал çул-йĕр юсамалли, çĕнĕрен хывмалли ĕçсем нумай. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе палăртнă прог­раммăна пурнăçа кĕртсе пыратпăр.
 
Халăхăн социаллă инфраструктурине аталантарассипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Кăçал район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ хута каймалла.
 
ЧР Президенчĕн «Çĕнĕ шкул» программипе килĕшÿл­лĕн Пысăк Енккасси ялĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул сентяб­рĕн 1-мĕшĕнче уçăлать. Хальхи вăхăтра шкулăн шалти ĕçĕ­сене пур­нăç­лаççĕ. «Çамрăк çемье» программăпа районта 17 мăшăра çурт лартма пулă­нă. Ипотека кредичĕсем илекенсем те сахалах мар. 2007 çулта унпа 8 çемьене пурĕ 1 миллион та 232 пин тен­кĕлĕх тивĕçтернĕ. Пу­рăнмалли çурт-йĕрĕн ипотека кредичĕсем енĕпе йышăннă прог­раммăсем кăçал та вăйрах. Кăçал 3 миллион тенкĕлĕх заявкăсем панă.
 
- Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине район администрацийĕ мĕнлерех пăхать?
 
- Тÿрех калатăп. Пысăк тим­лĕх уйăрать. Кăçал иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан районти промышленноç предприятийĕсем 46043, 2 пин тен­кĕ­лĕх (ку 215, 6 процент пулать) продукци тиесе ăсатнă. Тĕслĕх­рен, кăçалхи пĕрремĕш кварталта «Шоркистринский» кооператив - 1428 пин (255 процент), «Юман» тулли мар яваплă общество - 205, 7 пин (127 процент), «Вăрмарти çăкăр завочĕ» - 3883, 8 пин (133, 6 процент), «Нива» тулли мар яваплă обществăсем - 2914, 9 пин (124, 4 процент), Вăрмарти çĕвĕ фабрики 6330, 9 пин (119, 7 процент) тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вĕсем продукци пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.
 
Пирĕн районта «Аван-Полимер» тата «Вăрмарти механика завочĕ» ĕçлеме тытăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку предприятисен малашлăх тĕл­левĕсем пысăк. Вĕсем тухăçлă аталанса, район экономикине тĕ­реклетсе пырасса шансах тăратпăр. Хальхи вăхăт тĕлне «Аван-Полимер» 15565 пин тенкĕлĕх, механика завочĕ 2058, 7 пин тенкĕлĕх тавар туса ăсатнă та ĕнтĕ.
 
- Район халăхне медицина пулăшăвĕ парасси пирки мĕн калама пултаратăр?
 
- Районта сывлăх хуралĕнче 50 врач, медицина сестрисем 207 ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Районта ме­дицина пĕр вырăнта тăмасть, вăй илсе, ку чухнехи техникăсемпе пуянланса пырать. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май, çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ ÿсрĕ. Врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем пат­не май пур таран çывхарчĕ. Республикăри «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕрт­ни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май па­чĕç. «Пилот» федераллă прог­раммăпа килĕшÿллĕн район боль­ницине шăл юсакан машина, реанимаци уйрăмĕ валли искусствăлла майпа сывламалли аппарат, хирурги уйрăмĕ валли операци сĕтелĕ, электричество вă­йĕпе касакан çĕçĕ уйăрнă. Ра­йон больници хăйсен укçи-тен­ки­пе велоэргометр (чĕре ĕç­ленине тĕрĕслекен аппарат) туяннă. На­ци проекчĕпе килĕ­шÿл­лĕн ача çуратакан тата çие юлнă хĕр арăм­сене çурату сертификачĕпе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ параççĕ.
 
Вырăнта ĕçлекен халăха хуш­ма диспансеризаци тăватпăр.
 
- Малашнехи ĕмĕт-тĕл­левсемпе кăштах паллаштараймăр-ши?
 
- Пурнăç вăл кăткăс япала. Ăна йĕркелесе тытса пымалла. Йышăнусем тусан кăна малалла ата­ланма пулать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тивĕçлĕ ĕçлекен çын­нăн ĕçĕ яланах нумай. Ĕмĕт-тĕллевсем те çавăн пекех. Татса памалли ыйтăвĕсем те сахалах мар. Эпир халăхпа ĕçлетпĕр пулсан чи малтан ĕççыннисен пур­нăç шайне ÿстермелле, социал­лă сферăна аталантармалла. Çи­­тес вăхăтрах чукун çул вокзалĕ, тавра пĕлÿ музейĕ, «Аниш» автоçул çумĕнче çул çÿрекенсем валли тĕрлĕ ыйтăва татса паракан сервис центрĕ тума тытăнмалла. Вĕсене пурнăçлама инвесторсене явăçтармалла.
 
Кĕскен каласан ĕçлемесĕр, тар кăлармасăр ĕç пулмасть. Çавăнпа та пирĕн пурнăç уттинчен юлмасăр пымалла.
 
А. НИКОЛАЕВА.


21 мая 2008
00:00
Поделиться