Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕТМЕ – ПУТЕВКĂСЕМ

    Çуллахи кунсем çитсе те пыраççĕ. Унпа пĕрле шкул ачисен канăвĕ те. Районти «Романтика» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерь кăçал та 3 сменăпа ĕçлĕ. Районти социаллă страховани фончĕ бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачи­сене «Романтикăна» канма кайма 150 тÿ­левсĕр путевка куçарнă (кашни сменăна 50-шар). Çавăн пекех районти «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх фончĕ те пурĕ 20 тÿлевсĕр путевка уйăр­нă. Пĕрремĕш смена июнĕн 10-мĕшĕнче пуçланмалла, хальлĕхе унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕр сменăра пурĕ 70 яхăн ача канĕ. Республикăри «Чайка» ача-пăча санаторийĕнче кăçалхи çул çулталăк тăршшĕпе районти 51 ачан сывлăхне çи­рĕплетме планланă.
   Çавăн пекех районти 8 шкул çумĕнче те сывлăха çирĕплетмелли кану лагерĕсем ĕçлĕç. Икĕ смена хушшинче кунта пурĕ 295 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетĕ. Кунне 2 хутчен апатлантарĕç, походсене çÿремелле, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнмалла пулĕ. Кану усăпа иртсен кăна усăллă пулĕ.
 
Э. МИХАЙЛОВА.


21 мая 2008
00:00
Поделиться