Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çыншăн тăрăшсан сăвап пулĕ

     Чăваш Республики Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе пĕл­терчĕ. Социаллă хÿтлĕх уйрă­мĕн­че тăрăшакансен ĕçĕ çак çул­па та­чă çыхăннă тесен те юрать.
     Пирĕн пата кашни кун тĕрлĕ ĕçпе, ыйтупа ватти те, вĕтти те чылай ки­леççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ватăсене килĕсене пырса пулăшу паракан уйрăмра вăй хуракансем те хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Кашни çулах кунта çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пы­раççĕ. Çакă пире пĕрре те шиклентермест. Уйрăмах çакăнта тăрăшакан социаллă ĕçченсем та­та 90 çултан иртнĕ ватăсем пирки ăшă сăмахсем калас килет. Ки­ле пырса пулăшакансен йышĕ па­ян­хи куна илсен 125 çын, вĕсем 160 çынна пăхса тăраççĕ. Çавсен хушшинче икшер, виçшер, тăватшар çынна пăхакансем те пур. Социаллă ĕçченсем хăйсен ти­вĕç­не яваплăха туйса пурнăçлаç­çĕ, çавăншăн вĕсене ватăсем хисеплеççĕ, хапăл туса кĕтсе илеç­çĕ.
    Пирĕн центрта 90 çул урлă каçнисем 9 çын шутланса тă­раç­çĕ. Вĕсенчен пĕри - 1915 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çуралнă Хуруйĕнче пурăнакан Анастасия Ивановна Иванова. Мĕн ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Унăн пур­нă­çĕ çăмăлах пулман. 1928-1930-мĕш çулсенче вĕсен çемйине Çĕ­пĕре кăларса янă. 1932 çулта вĕсем каялла тăван яла таврăн­нă. Унтан килсен ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлать. Тăлăх ачасем амăшĕпе пĕрле тăван «Пионер» колхозра ĕçлеме пуçлаççĕ. Кĕçех Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Вăрçă çулĕсенче те Анастасия Ивановнăна çăмăл килмен. Шартлама сивĕре вăрман каснă, окоп чавнă. Часах вăл та çĕре кĕнĕ. Çамрăк хĕр Наçтаç нимĕнле ĕçрен те хăраман, вăй пур таран ыттисемпе шаях ĕçленĕ. Ха­яр вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен çамрăк хĕр колхозăн сысна ферминче ĕçлеме пуçлать, унтанах тивĕçлĕ канăва тухать. «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулать. Кайран та алла усса лармасть, вăй çитнĕ таран колхоз ĕçне хутшăнать. Анастасия Ивановнăна 13 çул ĕнтĕ Мария Петровна Алек­сандрова социаллă ĕçчен пăхса тăрать. Халĕ хăй те тивĕçлĕ канура, тăтăшах пулăшать. Çакăн пек хастар та ырă кăмăллă çынсем пурри пире чăннипех те савăнтарать.
 
Н. Александрова.


24 мая 2008
00:00
Поделиться