Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ

    Республика кунĕ çывхарса пырать. Районти предприятисемпе ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшса вăй хуракансем çак куна ÿсĕмсемпе кĕтсе илессишĕн тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, Вăрмар райповĕ кăçалхи 4 уйăха лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Çак тапхăрта пурĕ 6 миллион та 922 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ваккăн сутассин таварçаврăнăшĕ 31 миллион та 133 пин тенкĕпе танлашнă. Райпон обществăлла апатлану предприятийĕ пурĕ 7 миллион та 287 пин тенкĕлĕх продукци сутнă, çав шутран 3 миллион та 662 пин хăйсем туса кăларнă продукци. Кă­çал 4 уйăхра 2 тонна та 800 килограмм çурма фабрикат туса кăларнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество продукци пахалăхне лайăхлатассишĕн, тавар ассортиментне çĕнетессишĕн чылай тăрăшать. Иртнĕ çул туяннă РОТОР-АГРО кăмакапа пахалăхлă çăкăр пĕçереççĕ кунти ĕçченсем. Кăçалхи 4 уйăхра çăкăрпа булка - 243, сухари - 7, кондитер изде­ли­йĕсем 20 тонна, кăлпасси 5 тонна та 300 килограмм, пылак шыв 23490 декалитр туса кăларнă.
    Халăхран сĕт пухассипе те пы­сăк тăрăшулăх кăтартаççĕ рай­по ĕçченĕсем. Хальхи вăхăтра пурĕ 27 ялтан сĕт пухаççĕ. 4 уйăхра халăхран 208 тонна сĕт пуçтарнă. Ку начар мар кăтарту. Çак ĕç малалла пырать. «Пирĕн тĕллев - хуçалăх, уйрăм кил хуçалăхĕ туса илнĕ продукцине выр­наçтарма пулăшасси, çавна май вĕсене ытлă-çитлĕ пурăнмашкăн тивĕçлĕ условисем туса парасси», - тет райпо совечĕн председателĕ К.Никитин райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Иртнĕ çул райпо сĕт сивĕтекен оборудовани туянни те малашне халăхран сĕт тата та ытларах туянма майсем туса парĕ. Райпо лавккисем тавар сутассипе ăнăç­лă ĕçлесе пыраççĕ. Сăмахран, по­селокри «Лидер», «Заря», «Вăрмар», «Спутник», Чулкас, Энĕшпуç, Мăнçырмари лавккасем халăха кирлĕ таварпа вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ, вĕсем малтисен шутĕнче.
   Палăртма кăмăллă: райпо çул­серен пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырать. Кăçал та пурĕ 1 миллион тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Çакă вара ĕç тухăçлăхне, тавар пахалăхне татах та ытларах ÿстерĕ.
 
З. Павлова.


24 мая 2008
00:00
Поделиться