Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«МЕДИЦИНА СЕСТРИ-2008»

     Тĕрлĕ ÿсĕмре, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсен хушшинче конкурссем ирттересси çирĕп йăлара. Медицина сестрисем хушшинче те районти Культурăпа кану центрĕнче шоу-конкурс иртрĕ. Унта район больницин медсестрисем: М.Михайлова (ача-пăча уйрă­мĕн­чи палата медсестри), Н.Павлова (хирурги уйрăмĕнчи медсестра), Н.Васильева (ультра-звук диагностикин медсестри), С.Васильева (терапи уйрăмĕнчи аслă медсестра), Н.Иванова (реанимаци уйрăмĕнчи анастезиологи медсестри), Л.Спиридонова (инфекци уйрăмĕнчи) медсестра хут­шăнчĕç.
    «Медицина сестри-2008» конкурс çĕнтерÿçи ультра-звук диагностикин медсестри Н.Васильева пулса тăчĕ. «Чи кăмăла каяканни» номинацире - Н.Павлова, «Чи илĕртÿлли» - Н.Иванова, «Чи эрудицилли» - С.Васильева, «Чи ăста» - Л.Спиридонова, «Чи талантли» М.Михайлова пулса тăчĕç.
 
Т. ПИЧКОВА.


24 мая 2008
00:00
Поделиться