Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РАЙОН ДЕПУТАЧĔСЕН ПУХĂВĔН ЛАРĂВĔ

    Райадминистрацинче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне район пуçлăхĕ В.Кириллов, район Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, пайсемпе управленисен начальникĕсем, республика тата федераллă службăсен руководителĕ­сем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
     Пухура пĕрремĕш кварталта районăн резерв фончĕпе мĕнле усă курни çинчен тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта район бюджетне еп­ле пурнăçлани çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тунă информацие итленĕ.
   Районти шкулсене 2008 çулта реструктуризацилемелли планпа район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов паллаштарнă.
    Район депутачĕсен Пухăвĕн решенине улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен сектор заведующийĕ И.Андреева тухса калаçнă.
      Пухура ытти тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухса решенисем йышăннă.
 
Н. ШИШКИНА.


24 мая 2008
00:00
Поделиться