Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Виçĕ енлĕ килĕшÿ

     Иртнĕ ытларикун райадминистрацин ларусен залне предприятисемпе организацисен, вĕрентÿ, сывлăх сых­ла­вĕн руководителĕсем тата отрасльсенчи профсоюз организацийĕсен председателĕсем республикăри профсоюз организацийĕсене пĕрлештерсе тăракан «Чувашрессовпроф» руководителĕсемпе тĕл пулма пухăнчĕç. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ.
- Администраци, ĕç паракан тата районти профсоюзсем пĕрле килĕштерсе ĕçлени питех те усăл­лă. Эпир пурте район шăпишĕн яваплăха туякан кĕрешÿри юлташсем. Пирĕн пĕр тĕллев: райо­нăн социаллă-экономикăллă ата­ланăвне пĕр тикĕссĕн йĕркелесси, халăхăн пурнăç шайне ÿстересси. Çавăнпа та пирĕн нумай ĕçлемелле, планкăна яланах çÿлелле çĕклесе пымалла, - терĕ Вячеслав Николаевич. Унтан вăл районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ.
    «Чувашрессовпроф» председателĕн заместителĕ Г.Германова иртнĕ çулхи итогсем тата кăçалхи тĕллевсем çинчен каласа пачĕ. Республикăри «Чи лайăх коллективлă килĕшÿ» конкурсăн «Бюджет сфери» номинацинче çĕнтернĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула дипломпа наградăларĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕ.
    Социаллă ĕçлев хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕн заместителĕ В.Шакшина иртнĕ çулхи коллективлă килĕшÿ кампанийĕн итогĕсем çинчен каласа пачĕ.
      Семинарта çавăн пе­кех социаллă ĕçлев хутшăнăвĕсене йĕр­келес тĕлĕшпе норма­тив­лă право акчĕсенчи улшăнусене сÿтсе яв­рĕç, техникăлла ĕç инспекци­йĕн, вĕрентÿ тата наука работникĕсен профсоюзĕн рес­пуб­ликăри организацийĕн иртнĕ çулхи итогĕсемпе кăçалхи тĕллевĕсем, ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайне йĕркелесси çинчен туса панă информацисене итле­рĕç.
    Тĕл пулăва район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов пĕтĕмлетрĕ, вăл хăйĕн сăмахĕнче виçĕ енлĕ килĕштерсе ĕçлесен кăна ÿсĕмсем тума май пуррине палăртрĕ.
 
А. ХОВАНСКИЙ.



24 мая 2008
00:00
Поделиться